"Хулан хăтлă хутлӑхне йӗркелесси" проект пурнăҫа епле кĕрсе пынине Правительство ҫуртӗнче сӳтсе явнă

Реализацию проекта «Формирование комфортной городской среды» обсудили в Доме Правительства Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хулан хутлăхне хăтлăлатассипе йышăннă регионти проект пурнăҫа епле кĕрсе пынине тĕрĕслесе тăракан ведомствăсен хушшинчи комиссийĕн ларăвне ирттернĕ.  Канашлăва пухăннисем территорисене тирпей-илем кĕртме муниципаллă пĕрлешӳсем укҫа-тенкĕпе мĕнле усă курса пынине тишкернĕ.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче 2020 ҫулта ҫурт-йĕрсем таврашĕнчи лаптăксене тирпей-илем кĕртме, хуласен хутлăхне хăтлăлатма пурĕ 366,0 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Паянхи кун тĕлне палăртса хунă 5 объектран 3-шĕнче ĕҫсене вĕҫне-хĕрне ҫитернĕ.  Обществăлла вырăнсенче те сахал мар объектсене тирпейлеме плана кĕртнĕ, 35-шĕнчен 11-шĕнче ĕҫсем туллин пурнăҫа та кĕрсе пĕтнĕ.    Чăваш Республикин территорийĕнче хальхи йышши хула хутлăхĕ йĕркелессипе тĕллевлĕ ĕҫлеҫҫĕ.

Чăваш Республикин строительство министрĕ Александр Героев хăйĕн сăмахĕнче пĕтĕмĕшле регионта лару-тăру аван тесе хыпарланă, анчах та Йĕпреҫре, Ҫĕмĕрле хулинче хăш-пĕр ĕҫсене юлса пурнăҫланине асăннă.

Олег Николаев муниципалитетсенче тăрăшакансене объектсенчи ĕҫсене вăхăтра тата ҫивĕч тĕрĕслеве илме хушнă, подрядчиксене кулленех графика пăхăнса пыма каланă.  «Контракта алă пусса ҫирĕплетсен, тӳрех манăҫа тухмалла мар ĕҫсен. План тумалла, унпа килĕшсе ĕҫленине тĕрĕслеве илмелле. Енчен те графикран юлса ĕҫлеҫҫĕ пулсан подрядчиксем, ҫитменлĕхсене вăхăтра пĕтермелле.  Енчен те кăлтăксем тупса палăртсан, явап тыттармалла, ҫирĕп йĕркесене пăхăнса ҫĕнĕ подрядчиксене явăҫтармалла.   Ҫитес ҫултан ҫĕнĕлле ĕҫсене йĕркелеме пуҫлăпăр тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.  

Паянхи канашлура хуласен лайӑх хутлӑхне йӗркелессипе Улатăрпа Канаш хулисенчи ĕҫсене тишкернĕ, проектпа смета ĕҫĕсене сӳтсе явнă. Улатăр хулине хăтлăлатассипе йышăннă проекта комисси пайташĕсем ырланă. Канашри Культура Керменĕ таврашĕнчи территорине хăтлăх кĕртмелли объектăн проектне тавăрса панă, ҫитменлĕхсене пĕтерме хушнă.  

Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче тавралăха тирпей-илем кĕртессипе кӳршĕллĕ регионсен паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хума сĕннĕ.  Сĕнтĕрвăрринче те сахал мар ҫĕнĕ объектсем йĕркене кĕртме плана кĕртнĕ, вĕсем те федераци конкурсĕнче мала тухнă тесе асăннă сăмаха малалла тăсса.  

«Сĕнтĕрвăрринче хăш объектсене пурнăҫа кĕртесси пирки чи малтан халăхпа сӳтсе ямалла. Лайӑх хутлӑх туса хурас ӗҫе ҫав вырӑнта пурӑнакансем хӑйсем те хастарлӑн хутшӑнни ытларах савӑнтарать. Вăл ĕҫе ҫамрăк архитекторсене явăҫтарсан та аван. Вĕсен сĕнĕвĕсем те паха. Мал ĕмĕтлĕ ҫамрăксем час-часах ырă шухăшсем патне ăнтăлаҫҫĕ, ҫĕнĕлле ĕҫлесе, паянхи пурнăҫа тивĕҫтерме пикенеҫҫĕ», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Кашниех хӑй пурӑнакан кил-ҫуртшӑн, урамшӑн, хулашӑн тата пӗтӗм республикӑшӑн яваплӑ пулни тата вӗсене типтерлӗ упрани – юратнӑ Чӑваш Енӗмӗр аталӑнӑвӗпе ырлӑхӗн никӗсӗ тесе шутлатпăр.

Урамсене, картишсен территорийӗсене, кану вырӑнӗсене тирпей-илем кӗртме, экопарковкӑсем тума, ҫутӑпа тивӗҫтерме хушма майпа чылай укҫа пăхса хăварнă.

Фоторепортаж



07 октября 2020
14:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter