Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Шупашкар хулин ҫӗнӗ ертӳҫине Олег Кортунова саламланă

Олег Николаев поздравил нового главу города Чебоксары Олега Кортунова с избраниемЮпа уйăхĕн 8–мӗшӗнче  Шупашкар хулин Депутачӗсен ҫиччӗмӗш созыври пухăвĕн ларăвĕнче хула пуҫлăхне - Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн председательне суйланӑ.  Ҫак тивĕҫе малалла Олег Кортунов пурнăҫлĕ. Вăрттăн сасӑлав ирттернӗ. Пурĕ 42 депутатран 33-шĕ уншăн хăйсен сассисене панă.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑн тӗп хулин ҫĕнĕ ертӳҫине ҫитĕнӳсем тума сĕннĕ,  мĕнпур депутатпа килĕштерсе тухăҫлă ĕҫлеме каланă.

"Пирӗн умра пысăк тĕллевсем.  2020-2025 ҫулсенче Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫĕпе экономикине комплекслăн аталантармалла. Хулан сăн-сăпатне  ҫулсерен лайăхлатса пымалла, халăхăн пурнăҫ шайĕ те пысӑкланмалла. Пĕр-пĕринпе яланах тачă ҫыхăнса ĕҫлемелле.  Халăхăн кирек-епле ыйтăвĕсене те вăхăтра татса парассишĕн тăрăшмалла», - тесе палӑртнă регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче.

Олег Игоревич Кортунов 1984 ҫулта ака уйăхĕн 28-мӗшӗнче Шупашкар хулинче ҫуралнӑ.

2007 ҫулта вӑл Чăваш патшалăх университечĕн машинӑсем тӑвакан факультетне пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн "Чӑвашкабель" заводра  малтанласа инженер пулса вăй хунă, каярах вара генеральнӑй директор ҫумĕ пулса ĕҫленĕ.

Фоторепортаж



08 октября 2020
16:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter