Чӑваш Республикин Аслӑ экономика канашӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ

В Алатыре планируют запустить производство скоростных тележек для железнодорожных вагоновЮпа уйăхĕн 8-мӗшӗнче  Чӑваш Республикин Аслӑ экономика канашӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта Улатӑр хулин территорийӗнче инфратытӑм енӗпе ӗҫлекен проектсене пурнӑҫламалли ыйтусене сӳтсе явнă,  2020-2025- мĕш ҫулсенче Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫĕпе экономикине Комплекслӑ  аталантармалли программине кӗртнӗ мероприятисене пăхса тухнă.

Улатӑрти завод – чугун ҫул вагонӗсем валли туса илекен  таварсен рынокӗнче ҫӗршывра малта пыракан предприятисенчен пĕри шутланать. Завод вакунсене пысăк хăвăртлăхпа  илсе ҫӳреме май паракан урапасем туса кӑларма палӑртать.

"Тĕслĕх таварсем туса хатӗрлерӗмӗр, вĕсене тӗрӗслеве ӑсатрӑмӑр. Тепӗр ҫул валли те cаккассем пур.   Пĕтĕмпе 1200 урапа тума йышăннă", - хыпарланă заводӑн Генеральнӑй директорӗ Сергей Калинин.

Ларура пирӗн республикӑра хӑвӑртлӑхлӑ урапасене туса хатӗрлемелли тулли цикл концентрацийӗпе тата заводӑн инвестици проекчӗсене пурнӑҫлама ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсем илмелли майсемпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва сӳтсе явнă.

Предприятине Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата  Раççейĕн Федераци пухăвĕн Патшалăх Думин Комитечĕн финанс рынокĕпе ĕçлекен председателĕ Анатолий Аксаков пулӑшма хатĕрри пирки пĕлтернĕ.

Олег Николаев муниципалитет ертӳлӗхне палăртнă ĕҫсене пурнăҫа кĕртме   патшалăхăн тĕрлĕ пулăшăвĕсемпе туллин усă курма чĕнсе каланă.  "Чылай ыйтӑва татса пама пулать, монохуласене аталантармалли Фонд урлӑ промышленноҫа вăй илтерсе яма меллĕ.  Кĕске вăхăт хушшинче ĕҫсене йĕркене кĕртмелле, ҫитменлĕхсене пĕтермелле», – тенĕ республика Пуҫлӑхӗ.

Ларура Улатӑрта индустри паркӗ патне пымалли ҫулсене тумалли пирки ыйтăва хускатнă. "Центр" тата "Стрелка" ӑшӑпа тивĕҫтермелли сетьсене модернизацилес ыйту та ҫивĕч тăрать. Районти сиплев учрежденийĕн хирурги корпусне ҫӗнетмелле, ача-пӑча искусствисен шкулне, хулари Культура  керменне, 6 № - лӗ гимнази ҫурчӗсене, пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 3 № - лӗ тата 9 № - лӗ вӑтам шкулсене тата ытти объектсене ҫĕнетес ыйту та кун йĕркинчех пулнă.  Палăртмалла, вӗсене пурне те регион аталанӑвӗн Комплекслӑ программине пилӗк ҫуллӑха кӗртсе хăварнă.

Шыв ыйтăвĕ те пĕлтерĕшлĕ.  Чӑваш Ен строительство министрӗ Александр Героев Улатӑрти Сӑр шывне тасатас ӗҫ кӑҫал пуҫланасса, ăна тепĕр ҫул вĕҫлеме плана кĕртнине хыпарланă.

Олег Николаев хулана тӳлевсӗр шывпа тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтӑва татса пама республика бюджетӗнче 27,5 млн тенкӗ  пăхса хăварнине асăннă. "Ку ыйтӑва хам тӗрӗслесе тӑратӑп", – палӑртнă регион Пуҫлăхĕ сăмаха ҫавăрса.

Фоторепортаж



08 октября 2020
15:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter