Ҫӗмӗрлере "Манӑн социаллӑ центр" уҫӑлнă

В Шумерле открылся "Мой социальный центр"Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре Ҫĕмĕрле тăрăхĕнче пулнă. Регион Ертӳҫи «Манăн социаллă центр» объекта уҫнă ҫĕре хутшăннă. Палăртса хăваратпăр, вăл ҫурта аслă ҫулсенчи ватăсене, сусăрсене валли хута янă. Центра «Демографи» наци проектне тĕпе хурса пурнăҫланă, центр Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономикине 2020-2025-мĕш ҫулсене валли комплекслă вăй илтермелли программăпа та тӳр килет.  

Пĕтĕмпе центрта 7 уйрăм йĕркеленĕ, кашни хăйне кăмăла каякан секцине ҫӳреме пултарать. Клубра халăх пĕр-пĕринпе курнăҫма, хăйсен шухăшĕсем пирки пĕлтерсе, тĕрлĕ сĕнӳсене сӳтсе явма пуҫтарăнайрать.

Кăсăклă та хăйне евĕр пултаруллă ҫынсемпе тĕлпулусем ирттермелли ятарлă хăнасен уйрăмне те пурнăҫа кĕртнĕ.  Спорт, вулавăш пӳлĕмĕсене пĕтĕмпех хальхи пурнăҫ таппи ыйтнă пек йĕркеленĕ.  Кино курма, виртуаллă майпа экскурсине ҫитсе килме те меллĕ, компьютер ăсталăхне, пĕлӳ шайне хăпартма та аван.

Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче республикăра ҫакăн евĕр пĕрремĕш центр хута кайнине асăннă, кунта шăпах та, пуласлăх ҫул-йĕрĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Условисем чаплă, халăха килĕшет.

Кун пек учрежденисене малашне те май пулсан хута ярасса палăртса хăварнă вăл. Ытти муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче те условисене хăтлăлатмаллине, халăха пурăнма лайăх майсем туса памаллине каланă.  

Центрта тавра курăмлăха ӳстерме аван, ҫĕнĕ пĕлӳ илсе паянхи вăхăта килĕшсе пурăнма та меллĕ пуласси пĕрре те никама та иккĕлентермĕ.

Хулари ветерансем хăйсен савăнăҫне пытарайман, Чăваш Республикин Пуҫлăхне Олег Николаева тав сăмахĕсем каланă, вăрҫă ачисем пирки кăларнă саккун ҫинчен чарăнса тăнă, уншăн та чĕререн тухакан ăшă сăмахсем каласа ырланă.

 Чăваш Республикин ĕҫлев министрĕ Алена Елизарова регионта ҫынсене социаллă пулăшусем парса тивĕҫтерес ĕҫ кирлĕ пек шайра пулса пынине хыпарланă. Ветерансем кăмăллă, татса паман ыйтусем те ҫук тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. Пĕччен пурăнакансем, йывăр условисене лекнисем, аслă ăрури ҫынсем кулленех тав сăмахĕсем калаҫҫĕ тенĕ министр.

Пĕлме: республикăра 180 пин граждан тĕрлĕ социаллă пулăшусене тивĕҫет. Халăха социаллă пулăшу паракан центрсенче тăрăшакансем хăйсене шанса панă ĕҫсене яваплăха туйса пурнăҫлани те куҫкĕретех тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Регионта халăхăн пуҫаруллă проекчĕсем пурнăҫа вирхĕнсе кĕчĕҫ. Ҫынсем час-часах паха проектсем хатĕрлеҫҫĕ. Пĕр сăмахпа каласан, хăйсем пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртессишĕн, хăтлăлантарассишĕн тăрăшаҫҫĕ. Ку асăннă  муниципалитетра ача сачĕ терроиторинче халăхăн пуҫаруллă проекчĕпе ҫĕнĕ объект хута янă, ăна валли 1,5 млн республика хыснинчен тăкакланă. Кунти лару-тăрупа та паллашнă пуҫтарăннă хăнасем.  

Кăҫал хулара 4 вĕрентӳ учрежденийĕнче строительство ĕҫĕсене туса ирттерме плана кĕртнĕ. Вĕсене пурнăҫлама  республика хыснинчен хушса тӳлеме те палăртса хунă.

Ача сачĕн ĕҫченĕсем республика Пуҫлăхне ырланă, ҫĕнĕ объектсем тума республика бюджетĕнчен пысăк тĕрев панăшăн тав тунă.  

Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче малашне те халăхăн пуҫаруллă проекчĕсем пурнăҫа кĕрессе шантарса каланă. Пĕр сăмахпа каласан, регионти мĕнпур муниципалитетсенче инфратытăм ҫĕнелесси паллă тенĕ вăл.  «Восход» Культура керменĕн территорийĕнче строительсем хăтлăлатассишĕн тăрмашаҫҫĕ. Паянхи куна илес пулсан, палăртса хунă мĕнпур ĕҫрен 30 процентне ҫеҫ пурнăҫланă-ха. Регион Ертӳҫи ĕҫĕн хăвăртлăхне ӳстерме хушнă, графика ҫирĕп пăхăнма чĕнсе каланă.

Фоторепортаж



08 октября 2020
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter