Организацисен хушшинче наставниксен ĕçне лайăхлатассине тата чи лайăх практикăна пурнăçа кĕртессине палăртас енĕпе йĕркеленĕ республика конкурсĕн ҫĕнтерӳҫисене палăртнă

Названы победители республиканского конкурса на лучшую практику внедрения и развития наставничества

Организацисен хушшинче наставниксен ĕçне лайăхлатассине тата чи лайăх практикăна пурнăçа кĕртессине палăртас енĕпе йĕркеленĕ республика конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Наставник пирки вĕрентӳçĕ тесен тĕрĕсрех пулĕ. Паллă пулăма юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче ирттернĕ.

Кăҫал пуҫласа конкурса Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ ирттернĕ. Унта  пурĕ 34 организаци хутшăнма кăмăл тунă. Конкурс комиссийӗн пайташĕсем пурĕ 10 организацине суйласа илнĕ. Вĕсем  Правительство ҫуртĕнче хăйсен паха ĕҫ опычĕ пирки экспертсен комиссине каласа кăтартнă.

Пӗтӗмлетӳсем тунӑ хыҫҫӑн ҫӗнтерӳҫĕсене саламлама Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев килсе ҫитрӗ. Вӑл  хăйĕн сăмахĕнче наставник темине час-часах Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Владимирович Путин пуҫарнине, вĕсене аталанса пыма пулӑшу панине палăртнă.  Апла пулсан, ҫĕршыв Ертӳҫи палăртнă тĕллевсене регионта та туллин пурнăҫа кĕртсе пыни куҫкĕретех тенĕ вăл.

  "Наставничество институчӗ ӗҫе кулленех кĕрсе пытăр тесе Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин ятарлă йышӑнăвĕ те пур. Ку енӗпе Чӑваш Республики ĕҫе хастар хутшăнать. Наставничество институчӗ регионта 2016 ҫултанпа йӗркеленсе пырать", - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.

Пысăк тавра курăмлă специалистсем  ҫамрӑксемпе хутшӑнса ӗҫлесен, вĕсене кирлĕ сĕнӳсемпе пулăшсан ҫитӗнӳсем патне ăнтăлма та аван, тухăҫлăх пуласси никама та иккĕлентермĕ.

"Шел пулин те, пирӗн пӗрремӗш конкурса бюджет сферине кӗрекен предприятисем кӑна хутшӑнчӗҫ. Анчах та ҫитес ҫул ҫак асăннă конкурса ыттисем те хутшăнасса шанатпăр", - тенӗ Олег Николаев.

Ҫавӑн пекех вӑл  регионăн кадрсен вӑй-хӑватне ӳстерес тĕлĕшпе Канаш йӗркелеме сӗнӳ панă. Унта регионӑн малта пыракан предприятийӗсен кадр службисене пӗрлештерме палӑртнӑ.  Вăл ĕҫсене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ йӗркелесе тӑрĕ. Канаш кадрсен политикин ҫул-йӗрне палӑртĕ, специалистсен квалификацине ӳстерсе пыма пулăшĕ. Ĕç тăвакан влаç органĕсенче ĕçлес кăмăллă, çакăн валли тивĕçлĕ квалификаци пур çынсенчен ăcталăx шайĕ пысăк тата пахалăхлă резерв йĕркелени питĕ пĕлтерĕшлĕ.  "Ҫамрӑк лидерсен команди" тата "Управлени команди" конкурссен ҫӗнтерӳҫисене малалла аталанма витĕм кӳрĕ.

"Наставничество институчӗ Чӑваш Республикин кадрсен вӑй-хӑватне ӳстерме пулăшасса шансах тăратăп. Кун пирки иккĕленӳ ҫук.  Ӗҫе эпир ҫывӑх вӑхӑтра пуҫлама палӑртса хурăпăр", - тенĕ регион Ертӳҫи.

Конкурс тĕллевĕ - пултаруллă та пуçаруллă epтӳçĕсене тупса палăртасси, тĕрлĕ cферăри ертсе пыракансен должноçĕceне лидер пахалăxĕсем пысăк специалистсене явăçтарасси. Çак пуçару тупăшăва хутшăнакансемшĕн те, республикăри влаç органĕceмшĕн те пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен унта чи лайăxxисенчен лайăххисене суйласа илеççĕ.

Эксперт комиссийӗ Шупашкар хулинчи Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центр  ĕҫне пысăка хурса хакланă, вĕсен паха ĕҫ опычĕ ыттисемшĕн тĕслĕхре пулнине палăртнă, ӑна ҫĕнтерӳҫĕ тесе йышӑннӑ. Конкурсра иккӗмӗш вырӑна Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи 12 №-лĕ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Республикӑн онкологи диспансерĕ тухнă. Олег Николаев ҫӗнтерӳҫӗне дипломсем тата асăнмалăх парнесем парса чысланă.

Фоторепортаж



09 октября 2020
08:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter