Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи стратеги аталанăвĕ тата проект ĕҫ-хĕлĕ енĕпе ĕҫлекен канаш ларăвĕ иртнĕ

В Доме Правительства обсудили ход исполнения национальных проектов на территории Чувашской Республики Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи стратеги аталанăвĕ тата проект ĕҫ-хĕлĕ енĕпе ĕҫлекен канаш ларăвĕ иртнĕ.  Ку хутĕнче ларăва Раҫҫй Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем хутшăннă.  

Ĕҫе пухăннисем Чăваш Енре наци проекчĕпе тӳр килекен регионти программăсем епле пурнăҫа кĕрсе пынине тишкернĕ. Кăҫалхи тăхăр уйăхри ĕҫсен пĕтĕмлетĕвĕсем ҫине тимлĕх уйăрнă.  Федерацин пĕтĕмпе 67 проект, вĕсенчен 51-шĕпе Чăваш Республики хастар ĕҫлет. 2020 ҫулта патшалăх программисемпе ĕҫлеме пурĕ 17,6 млрд тенкĕ пăхса хăварнă. Асăннă мероприятисем халăхăн пурнăҫне ырă ене улăштарма витĕм кӳресси пĕрре те иккĕлентермест.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов хăйĕн докладĕнче наци проекчĕсене пурнăҫлама йышăннă укҫа тенкĕсене епле тăкакланса пынипе паллаштарнă.  Хăш-пĕр уйрăм сферăсенче укҫана ҫителĕклĕ таран вăхăтра илсе пыманнине пăшăрханса пĕлтернĕ, хăш-пĕр ҫитменлĕхсем пирки те тĕплĕнрех  чарăнса тăнă.

 Канашлура ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансен доклачĕсене итленĕ.  Регионти проектсене пурнăҫа кĕртнĕ тапхăрта тухса тăракан йывăрлăхсем пирки те сӳтсе явнă ертӳҫĕсем.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче наци проекчĕсем РФ пурăнакан кашни ҫыннăн пурнăҫне лайăхлатма витĕм кӳмеллине  тепĕр хут асăрхаттарса каланă.  Республика бюджетĕнче ҫитес ҫул валли ҫителĕклĕ укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Хăш-пĕр ҫитменлĕхсем сиксе тухнине кура, тен малашне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи стратеги аталанăвĕ тата проект ĕҫ-хĕлĕ енĕпе ĕҫлекен канаш  ларăвне кашни уйăхрах ирттерсен те вырăнлă пулнă пулĕччĕ тесе сăмаха ҫавăрса каланă регион Ертӳҫи.

Малашне РФ Правительствин хушăнăвĕпе килĕшӳллĕн, канаш ҫумĕнче ĕҫ ушкăнне йĕркелеме палăртнă.  Штаб членĕсем кулленех строительство, реконструкци, юсав ĕҫĕсем епле пурнăҫланса пынине те тишкерсех пырĕҫ.  Пĕр сăмахпа каласан, Чăваш Республикинче наци проекчĕсем пурнăҫа кĕрсе пынине тишкерĕҫ.

Фоторепортаж



09 октября 2020
15:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter