Бюджет социаллă тĕллевлĕ пулĕ

Паян ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.

Ларура пăхса тухнă тĕп ыйту — республикăн 2021 çулхи, планпа пăхнă 2022 тата 2023 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккун проекчĕ. Бюджет параметрĕсемпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ — финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарчĕ. Малтанласа палăртнă тăрăх, 2021 çулта тупăш 58,3 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Çав шутра 30,8 миллиард — хамăрăн тупăшсем: çакă кăçалхинчен 2,1% нумайрах. Тăкаксем 61,1 миллиард тенкĕпе танлашĕç. Укçана ăçта ярассине палăртнă чухне чи малтанах наци проекчĕсен кăтартăвĕсемпе тĕллевĕсене пурнăçа кĕртмеллине шута илнĕ. Çак тĕллевпе 2021 çул валли — 9 миллиард, çитес виçĕ çулта вара пĕтĕмпе 26 миллиард тенкĕ пăхса хăварнă.

Михаил Ноздряков социаллă политика, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ, культура тытăмĕсем валли мĕн чухлĕ укçа уйăрма палăртни пирки каласа кăтартрĕ. Бюджет социаллă тĕллевлĕ пулассине пусăм тусах пĕлтерчĕ.

Ларура çавăн пекех Обязательнăй медицина страхованийĕн территорири фончĕн бюджетне тишкерчĕç. Тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн çитес номерĕнче.

www.hypar.ru

 



09 октября 2020
16:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter