Чăваш Енре Коронавирус сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвне ирттернĕ

Чăваш Енре Коронавирус сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Ăна яланхиллех Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев йĕркелесе ертсе пынă.

Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов тарăн доклад туса панă.

Юпа уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне регионта пурĕ кăшăл вирус чирĕпе 8823 ҫын аптрат тесе шута илнĕ.  Палăртса хăваратпăр, вĕсенчен ҫула ҫитмен ачасем  583.  Чирленĕ ҫынсенчен 7416-шĕ сывалнă, паянхи пурнăҫ таппипе савăнса пурăнаҫҫĕ. Чир-чĕр ҫав тери сарăлса пырать теме ҫук, анчах та хутран-ситрен тупăнсах тăраҫҫĕ.

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳҫи Надежда Луговская хăйĕн сăмахĕнче регионта ытти вăхăтрипе танлаштарсан, иртнĕ эрнере кăшăр вирус чирĕпе чирлекенсен йышĕ кăштах ӳссе пынине, кăтарту 3,7 процент хăпарнине хыпарланă. Палăртмалла, чир-чĕре сисмесĕрех чăтса ирттерекенсем те пур, вăл кăтарту 27 процента ҫитнĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

«Раҫҫей шайĕнче усал чир ан сарăлтăр тесе ҫирĕп мерăсем йышăнсах пыраҫҫĕ. Тĕрлĕ профилактика мероприятийĕсем иртеҫҫĕ. Регионта халăх хăй ирĕкĕпе  тест тума йышăнать.  Предприятисемпе организацисенче  ĕҫлекенсене ҫак ĕҫе хастартарах хутшăнма сĕнетĕп», – тенĕ ведомство ертӳҫи.  

Чăваш Республикин Министрсен Камбинечĕн Председателĕн ҫумĕ -  финанс министрĕ Михаил Ноздряков хăйĕн сăмахĕнче, енчен те усал чир пурнăҫа талпăнса кĕрес пулсан, ачасене валли шкулсенче ҫителĕклĕ таран условисем йĕркелесе памалла, дистанци мелĕпе вĕрентме те ятарлă техникăсене хатĕрлесе тăратмалла тесе палăртса каланă вăл.  Ку ыйтупа Чăваш Республикин Вĕренӳ министерствипе Информаци политикин министерствине ĕҫлеме хушса каланă вице-премьер.

Канашлу вĕҫленнĕ хыҫҫăн, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳлĕхĕсене ҫапларах каланă: «Паянхи кун ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илмелле. Хăрушсăрлăх мерисене пăхăннипе пăхăнманнине тĕрĕслесех тăмалла. Маска тăхăнмалли пирки манма юрамасть. Чир-чĕр алхасасран пурин те сыхă тăмалла. Дезинфекци тумалли пирки те асăрхаттармалла. Тимлĕх тени малти вырăна тухмалла. Енчен те мĕнпур пек ҫирĕп йĕркесене пăхăнса пырсан, йывăрлăхсене ҫĕнтерейретпĕр. Пĕр сăмахпа каласан, кашнин хăйсен сывлăхĕшĕн яваплă пулмалла. Пĕрне-пĕри асăрхаттармалла, йĕрке пăсма юраманни ҫинчен аса илтерсех тăмалла», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.    



09 октября 2020
10:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter