Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шалти ĕҫсен органĕсен ĕҫченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Шалти ĕҫсен органĕсен  хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе саламлатăп!

 Право йӗркине сыхлассине, саккуна пӑхӑнассине, граждансен прависемпе ирӗклӗхӗсене хисеплессине – обществӑн ҫак тӗп пахалӑхӗсене  чӑн-чӑн профессионалсем, вӑйлӑ та хӑюллӑ ҫынсем, тӳрӗ кăмăллӑ та тивӗҫе парӑннӑ полици ӗҫченӗсем шанчӑклӑн тивӗҫтереҫҫӗ.

Чӑваш Енре пурӑнакансен хӑрушсӑрлӑхӗпе тӑнӑҫлӑхӗшӗн пурнӑҫлакан сирӗн паттӑр ӗҫӗр, талӑкӗпех пулӑшма хатӗр пулни хисепе тивӗҫлӗ.

Хӑвӑрӑн аслӑ ҫулсенчи ĕҫтешӗрсен паха опычĕпе йӑли-йӗркине тĕпе хурса, хальхи технологисемпе усӑ курса эсир паянхи пурнăҫ ыйтакан чи кирлĕ тĕллевсене ӑнӑҫлӑ пурнăҫлатăр – Чӑваш Ене хӑрушсӑр, пурӑнма лӑпкӑ тата хӑтлӑ региона ҫавӑрма пулӑшатӑр.

Сире тӳрӗ кӑмӑллӑ тата яваплӑ пулнӑшӑн, тӑван республика ырлӑхӗшӗн тăрăшнăшăн тав тӑватӑп.

Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн тӑва­кан ĕҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫлӑх тата мӗнпур лайӑххине сунатӑп!

 

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                    Олег Николаев



10 ноября 2020
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter