Муниципаллӑ районсемпе хула округӗсен пуҫлӑхӗсен семинар-канашлӑвне Чăваш Ен Пуҫлăхĕ уҫнă

Олег Николаев поприветствовал участников семинара-совещания с главами муниципальных районов и городских округовЧӳк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ республикăри район тата хула ертӳҫисемпе тата вĕсен ҫумĕсемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ

«Эсир ытларах халăхпа тачă ҫыхăнса ĕҫлетĕр, яланах вĕсемпе ҫывăх пулатăр.  Кашни кун тĕл пулса калаҫатăр.  Сирĕн пурсăрăн та халăх мĕн ыйтнине туйса пымалла.  Вĕсен сĕнĕвĕсене ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем патне илсе ҫитермелле.  Йышăнусем тумалла, чи приоритетлă тĕллевсене те палăртмалла» - тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Регион Ертӳҫи тата ҫакна та палăртнă, паян ĕҫлекен район тата хула пуҫлăхĕсем шăпах та, халăх суйланă депутатсем те шутланаҫҫĕ.  Вĕсен уйрăмах вырăнти муниципалитетсенче наци проекчĕсем епле пурнăҫа кĕрсе пынине ҫивĕч тĕрĕслесе тăмалла.  Федераци тата регион шайĕнче пулса пыракан мероприятисене тишкермелле, кирлĕ пек мĕнпур хыпарсене регион шайне илсе ҫитермелле.  Ун пек чухне кирек-епле ыйтăва та туххăмрах татса пама пулать, пĕлтерĕшлĕ йышăну туса хăварма та аван тенĕ вăл.

«Эпир пурсăмăр та сирĕнпе пĕрле халăх ыйтăвĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн тимлетпĕр.  Пирĕн тĕллевсенчен пĕри – тăнăҫлă аталанса пырасси, халăх валли хăтлă условисем йĕркелесе парасси, мĕнпур ĕҫсен тухăҫлăхне ӳстересси, бюджет укҫи-тенкипе пĕлсе тата тĕллевлĕн усă курса пырасси. Федераци, регион тата вырăнти бюджетран тăкакланакан пулăшăва вăхăтра тата кирлĕ пек виҫепе тĕллевлĕн усă курасси ҫине пысăк тимлĕх уйăрмалла», - тесе каланă сăмаха малалла тăснă май регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Паян канашлура вырăнти бюджет ыйтăвĕсене тарăн тишкернĕ, актуаллă ыйтусем тавра калаҫнă, территорисене аталантарассипе ҫыхăннă самантсем пирки сӳтсе явнă.  Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче нормативлă право  ĕҫ хучĕсене ĕҫе кĕртесси пирки те канашланă.   Семинар-канашлăвăн тĕп тĕллевĕ – чи паха ĕҫ опычĕсене пăхса тухасси, вĕсемпе кулленхи пурнăҫра усă курса пыма вĕренсе пырасси. Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ертӳҫисен квалификаци шайне ӳстересси ыйту та кун йĕркинчех тăнă.

Фоторепортаж



10 ноября 2020
12:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter