Пысăк мероприятисем ирттерме чарнă

18 çула çитменнисене ашшĕ-амăшĕпе аслисемсĕр суту-илӳпе савăну центрĕсене кĕртме чармалла. Çапла йышăнчĕç коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен ятарлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.

 Ĕçлекенсене, уйрăмах аслă ӳсĕмрисене, май килнĕ таран дистанци мелĕ çине куçармалла, предприяти-организацисенче дезинфекци тумалли, сывлăша тасатмалли хатĕрсемпе, ĕçлекенсене маскăсемпе, анисептиксемпе тивĕçтермелле, командировкăсене яма пăрахмалла, республикăра ирттерекен мероприятисене /семинарсене, ăсталăх сехечĕсене…/ ытти регионти специалистсене чĕнмелле мар, вĕсемпе онлайн мелпе çыхăну йĕркелеме тăрăшмалла, — пĕлтерчĕ Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская. Çавăн пекех халăх пухса мероприятисем ирттерме чарнă. Вăл палăртнă тăрăх, коронавируспа чирлекенсен йышĕ кунран кун пысăкланать. Акă 7-17 çулсенчи ачасен хушшинче икĕ хут ӳснĕ, 18-29 çулсенчисен йышĕнче — 7 процент. Каникул вăхăтĕнче 23 ачанне инфекци тупса палăртнă. Вăтам пĕлӳ паракан вĕренӳ учрежденийĕсенчи 2 ушкăна дистанци мелĕпе вĕренме куçарнă, пĕр шкулăн пĕр класĕнче каникул тапхăрне тăснă. Юлашки кунсенче коронавирус инфекцийĕ уйрăмах Çĕнĕ Шупашкарта анлă сарăлнă: кашни кун 7-8 тĕслĕхе шута илеççĕ. Хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Фадеев каланă тăрăх, хулара 21 мобильлĕ ушкăн ĕçлет. «Ку эрнере вĕсем суту-илӳ çурчĕсене, апатлану предприятийĕсене, кальяннăйсене, общество транспорчĕсене тĕрĕсленĕ. Халăх çӳрекен вырăнсене дезинфекци тăваççĕ. Ытларах ватă çынсем чирлеççĕ /70 процент/, ыттисем — ĕçлекенсем», — терĕ вăл.

ОРВИпе чирлекенсен шучĕ 21 процент ӳснĕ. Шупашкарта вĕсен йышĕ яланхи пекех чылай. Пневмонипе аптракансем те нумайланнă, ку эрнере 680 тĕслĕхе шута илнĕ. Роспотребнадзор ĕçченĕсем 233 обьекта тĕрĕсленĕ. Вĕсем Улатăр хулинчи пассажирсене илсе çӳрекен автобуссенче, Элĕкри автовокзалта, Патăрьелти тата Шупашкарти шкулсенче, ял-район администрацийĕсенче, Красноармейскинчи пĕр предприятире пулнă. «Нумай çĕрте маска тăхăнмаççĕ, ӳт температурине тĕрĕслемеççĕ, хăшне-пĕрне дезинфекци тумалли хатĕрсемпе тивĕçтермен», — терĕ Надежда Феофановна.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов каланă тăрăх, стационарсенче 2160 çын сипленет. «Больницăсене уйрăмах йывăррисене вырттаратпăр, çăмăлраххисем килтех сипленеççĕ. Сиплеве участок тухтăрĕ палăртать», — терĕ вăл. 332 пин çынна грипран прививка тунă, тест тăвакансен шучĕ 41 пинрен иртнĕ. Антителăсене палăртмашкăн 61 пин ытла çын анализ панă.

Информаци политикин министрĕн заместителĕ Юлия Стройкова пĕлтернĕ тăрăх, мобильлĕ приложенипе усă курса икĕ эрнере 2500 тĕрĕслев йĕркеленĕ, результатсене пĕтĕмпех информаци тытăмне вырнаçтарнă. Çĕнĕ приложенипе Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле, Улатăр хулисенчи мобильлĕ ушкăнсем уйрăмах лайăх усă кураççĕ.

www.hypar.ru

 



10 ноября 2020
16:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter