Муниципалитетсен аталанăвне сӳтсе яврĕç

Паян муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсемпе вĕсен заместителĕсем Шупашкара семинар-канашлăва пухăнчĕç.

Районсемпе хула округĕсен хăй тытăмлăх органĕсен представителĕсен ларăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев уçрĕ, депутатсене авăн уйăхĕнче иртнĕ суйлавра çĕнтерсе ĕçе пуçăннă ятпа саламларĕ. «Халăх шанăçĕн мандачĕ пирĕн çине пысăк яваплăх хурать. Çавна май чи малтанах хамăрăн ĕçре çынсен шухăшне тĕпе хумалла, халăхăн пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшмалла. Çĕршыв Президенчĕ те çак тĕллеве мала хурать», — терĕ республика ертӳçи.

Канашлура муниципалитетсен ĕç-хĕлне пăхса тухрĕç, малашнехи тĕллевсене палăртрĕç.

www.hypar.ru



10 ноября 2020
16:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter