«2035 ҫулсем валли Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн Стратегийӗ» пирки калакан саккун проектне пăхса тухнă, ҫирӗплетнӗ
Чӳк уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, ăна регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă.
Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусене пăхса тухиччен, чи малтан Олег Николаев кăшăл вирус амакĕ таврара алхаснă тапхăрта хăрушсăрлăх йĕркисене ҫирĕп пăхăнмаллине, профилактика ĕҫĕсем пирки манма юраманнине асăрхаттарнă. Обществăлла апатлану вырăнĕсенче уйрăмах ҫӳлерех палăртнă ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрма хушнă.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ каҫ кӳлĕм ĕҫлекен учрежденисем пирки чарăнса тăнă, уйрăмах вĕсенче ытларах йĕрке пăсни сисĕнкелет тенĕ сăмаха малалла тăснă май. COVID-19 чирĕ сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансем умне пысăк йывăрлăх кăларса тăратать. Специалистсем кунне-ҫĕрне пăхмасăр чирлисене пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе пулăшу пама пикенеҫҫĕ. Халăх енчен те ҫирĕп йĕркесене пăхăнмасть пулсан, нимĕн шухăшласа тăмасăрах тата та ҫирĕпрех мерăсем йышăнма тивĕ тенĕ регион Ертӳҫи. Калăпăр, Мускавра тата ытти хăш-пĕр регионсенче лару-тăру ҫирĕпех мар, чирлекенсен йышĕ ӳссе пыни пурсăмăра та шухăша ярать. Енчен те предпринимательсем кафе е тата ытти заведенисенче специалистсен сĕнĕвĕсене пăхăнса ĕҫлемесен, чир-чĕр алхасасси куҫкĕретех. Кун пирки никамăн та манма юрамасть, питĕ асăрхануллă пулмалла.
Паян кун йĕркине кĕртнĕ пысăк ыйтусенчен пĕри Чăваш Республикин 2035 ҫулчченхи социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕ пирки калакан ĕҫ хутне тишкересси. Саккун проектне ертӳҫĕсем тарăн тишкернĕ, тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.
«2035 ҫулчченхи Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн стратегийӗ» саккун проектне пăса тухнă.
Тĕп тĕллевсенчен пĕри – 2024 ҫултан пуҫласа 2030 ҫулччен Раҫҫей Федерацийĕн аталанăвне ӳстерсе пырасси, наци тĕллевĕсене пурнăҫа кĕртесси. Чи приоритетли – регионта пурăнакансен кашнин пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатасси. Республикăн инвестици илĕртӳлĕхне ӳстерес ыйту та кун йĕркинчех тăрать.
«Стратегине пурнӑҫламалли тӗп никӗс хывмалла, пĕтĕмпех вăл ăнăҫлă пуласси унтан килет», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.
Республика Правительствин членĕсем паян 2020 ҫулхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче республика бюджечĕпе епле ĕҫленин пĕтĕмлетĕвне пăса тухнă, ҫирĕплетсе хăварнă.
Республика хыснин кăҫал тăхăр уйăхри тупăшĕ 49853 млн танлашнă, 2019 ҫулхинчен 23,8 процент пысăк пулни сисĕнет, тăкак пайне илес пулсан - 44345,4 млн. Чăваш Республикин республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн кăҫалхи тăхăр уйăхри тупăшĕ сахал мар хăпарнă, 18 процент таран ӳснĕ, вăл 53333,5 млн. танлашать.
Республикăн харпăр хăй тупăшĕ те ӳссех пырать, ку енĕпе Атăлҫи федераци округĕнче Чăваш Ен кăтартăвĕ 3-мĕш вырăнта тăрать.
Чăваш ЕНĕн консолидированнăй бюджечĕн тăкак пайĕ 49621,3 млн, 2019 ҫулхипе пăхас пулсан кăтарту 25,4 процент чухлĕ ӳснĕ. Социаллă культура сферине бюджетран 36839,9 млн. тăкакланă, пĕлтĕрхинчен 24,5 процент чухлĕ нумайрах.
Чăваш Республикин строительство министрĕ Александр Героев хăйĕн докладĕнче ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене ирттернĕшĕн тăкаксене саплаштарма укҫа енчен пулăшу пулнине хыпарланă. Олег Николаев энерготухăҫлăх технологийĕ ҫине тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă. «Нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене ирттернĕ чухне вăл технологисене тĕпе хывни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тепĕр тесен, федераци енчен те пулăшу куҫасси куҫекĕретех», - тенĕ вăл. Регион ертӳҫи ҫӳлерех палăртнă ыйтупа ĕҫлекен министерствăсене коммерциллĕ банксемпе ĕҫлеме, ятарлă счетсене вĕсенче уҫса пырсан тен аванрах та пулĕ. Взнос тӳленĕ чухне процент ыйтмаҫҫĕ, ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене ирттернĕшĕн куҫаракан укҫасемпе вăл банксем урлă ĕҫлеме лайăхрах тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.
