Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Экономика сферин ĕҫченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани
Экономика сферин хисеплĕ ĕҫченĕсем!
Сире професси уявĕпе, Экономист кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Пирĕн республикăн тăнăҫлă аталанăвĕ нумай чухне экономика ӳсĕмĕнчен, стратегийллĕ пысăк тĕллевсен ҫитĕнĕвĕсенчен килет. 2020 ҫулта Чăваш Енĕн 2024-мĕш ҫулсем валли социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн уйрăм программине пăхса хăварса ҫирĕплетнĕ. Ăна хатĕрлес тата сӳтсе явас ĕҫе республикăри мĕнпур специалистсем хастар хутшăннă. Палăртнă мероприятисене тĕпе хурса пурсăмăрăн та пĕрле вăй хурса ĕҫлемелле, технологи тата цифра инфратытăмне аталантармалла, конкуренцине ҫивĕчлетмелле, ҫынсен пурнăҫ условисене лайăхлатса пыма тăрăшмалла.
Эсир кашни кун пурнăҫлакан ырă ĕҫсене кура, Чăваш Ен шанчăклăн ӳсĕмсем тăвĕ, ентешĕмĕрсен пурнăҫ условийĕсен пахалăхĕ лайăхланĕ, Раҫҫейри регионсем хушшинчи инвестици илĕртӳлĕхĕ ӳсĕ.
Професси уявĕпе чун-чĕререн ăшă салам йышăнсамăр! Яваплăха туйса, ырми-канми тăрăшса ĕҫленĕшăн тав тăватăп. Ырлăх-сывлăх, малашнехи ĕҫсенче ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем сунатăп.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев
