Чăваш Республикин Шалти ĕҫсен министерствинче професси уявне халалланă мероприяти иртнĕ

Глава Чувашии принял участие в торжественном мероприятии, посвященном Дню сотрудника органов внутренних делЧӳк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Шалти ĕҫсен министерствинче професси уявне халалланă мероприяти иртнĕ.  

Йăлана кĕнĕ тăрăх, концерт программине Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерствин  пресс-служби хатĕрленĕ ятарлă кинопа пуҫланнă. Торжествăлла пайра ведомство ертӳҫи, генерал-майор Виктор Шметков саламланă, кĕскен Шалти ĕҫсен министерствин ĕҫĕ-хĕлĕ пирки чарăнса тăнă,  ҫитĕнӳсемпе паллаштарнă. Право хуралĕн йĕркипе тивĕҫтерессинче кашни полици ĕҫченĕ пысăк тӳпе хывнине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессинче право йĕркине сыхă тăракансем хăйсем ҫине шанса панă ĕҫе пысăк яваплăха туйса пурнăҫланине асăннă Министр. Сумлă ветерансене ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани пама витĕм кӳнĕшĕн ырланă, вĕсен паха ĕҫ опычĕ ырă тĕслĕхре пулнине каланă.   Полици ĕҫченĕсене тӳсĕмлĕх, вĕсен ҫемйисене ырлăх-сывлăх суннă.

Професси уявĕпе палăртнă кун Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хĕрӳллĕн саламланă.   Паянхи пурнăҫ таппи ыйтакан тĕллевсене полици ĕҫченĕсем ҫӳллĕ шайра пурнăҫласа пынине чи малтан палăртнă вăл. «Кулленех пурнăҫ ылмашăнса пырать, пурнăҫăн ҫĕнĕ самани пурсăмăра та пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хума ыйтать. Вăрă-хурахсем уйрăмах ҫĕнĕлĕхсене туйсах тăраҫҫĕ. Апла пулсан, право сыхлавĕнче тăрăшакансен те ҫĕнĕлĕх меслечĕсене пĕлмелле, туххăмрах кирлĕ пек йышăнусене тумалла. Усал ҫынсене ирĕке яма юрамасть. Цифра технологи вăй илсе пырать.  Ҫĕнĕлĕхсене эсир пурнăҫа хăватлăн кĕртсе пыни куҫкĕретех. Эсир хăвăрăн тивĕҫĕре пысăк шайра пурнăҫланăшăн пысăк тав. Сире тӳрӗ кӑмӑллӑ тата яваплӑ пулнӑшӑн, тӑван республика ырлӑхӗшӗн тăрăшнăшăн тав тӑватӑп. Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн тӑва­кан ĕҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫлӑх тата мӗнпур лайӑххине сунатӑп», - тесе каланă Олег Николаев.

Полици ĕҫченĕсене ҫавăн пекех Чăваш Енĕн Шалти ĕҫсен министерствин Ветерансен канашĕн председателĕ, генерал-майор милици Михаил Киселев саламланă. Чăнласах та, Чӑваш Енре пурӑнакансен хӑрушсӑрлӑхӗпе тӑнӑҫлӑхӗшӗн пурнӑҫлакан сирӗн паттӑр ӗҫӗр, талӑкӗпех пулӑшма хатӗр пулни хисепе тивӗҫлӗ тенĕ вăл сăмаха ҫирĕплетсе. Кунсăр пуҫне федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова тата ытти официаллă ҫынсем саламланă, обществӑн ҫак тӗп пахалӑхӗсене  чӑн-чӑн профессионалсем, вӑйлӑ та хӑюллӑ ҫынсем, тӳрӗ кăмăллӑ та тивӗҫе парӑннӑ полици ӗҫченӗсем шанчӑклӑн тивӗҫтернине каланă.  

Яланхиллех, пысăк хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса чысланă.       

Фоторепортаж



11 ноября 2020
08:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter