Канашри тата Патӑрьелти пульницӑсем те кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма хатӗрленеҫҫӗ

Канашри тата Патӑрьелти пульницӑсене ковид-госпиталь пек ӗҫлеттересшӗн. Ҫакна ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви йышӑннӑ.

Паянхи кун тӗлне республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсем валли 2355 койка хатӗрленӗ, анчах ку ҫителӗклӗ мар. Ҫавна май Сывлӑх сыхлавӗн министерстви Канаш районӗн тата Патӑрьел районӗн тӗп пульницисенче те койкӑсем хатӗрлеме йышӑннӑ.

Паянтан пуҫласа ҫак пульницӑсене харпӑр хӳтӗлев хатӗрӗсемпе, ИВЛ аппарачӗсемпе, кислородпа, эмелсемпе тивӗҫтерме тытӑннӑ. Ҫавӑнпа кирлӗ пулсанах вӗсем ковид-госпиталь пек ӗҫлеме пултарӗҫ.

 



12 ноября 2020
15:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter