Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Агрохолдинг «Юрма» ТМЯО ĕҫĕ-хĕлĕпе ҫыхăннă ыйтусемпе уҫă канашлу ирттернĕ

Обсуждены перспективы развития ООО «Агрохолдинг «Юрма»Чӳк уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Агрохолдинг «Юрма» ТМЯО ĕҫĕ-хĕлĕпе ҫыхăннă ыйтусемпе уҫă канашлу ирттернĕ.  Тĕлпулăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Енри  8613 №-лĕ ПАО Сбербанк  управляющийĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Сергей Анисимов, «МегаМикс»  ТМЯО директорĕ Василий Фризен, «Агрохолдинг «Юрма»  ТМЯО генеральнăй директорĕ Сергей Разаев хутшăннă.     

Регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче республикăри ял хуҫалăх пайĕ кăтартуллă ĕҫлесе пынине каланă.   АПК таварĕсен калăпăшне ӳстерес ыйту ҫине регион Правительстви пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă.   «Юрма» Агрохолдинг пирки калас пулсан, хальлĕхе мĕнпур ыйтусене туллин уҫăмлатман.  «Предприяти республика экономикишĕн ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Социаллă сферăшăн та сахал мар вăл витĕм кӳрĕ.  Ăна аталантарас ыйту пире кăсăклантарать», -  ҫапларах каланă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ.

«МегаМикс»  ТМЯО генеральнăй директорĕ Василий Фризен пуласлăхри тĕллевсем пирки чарăнса тăнă, инвесторсен пуласлăхри планĕ пирки  каласа кăтартнă.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртесси пирки сӳтсе явнă, технологисене ҫĕнетессипе ҫыхăннă самантсем  ҫинчен чарăнса тăнă.  Чăх-чĕп ĕрчетессипе ҫĕнĕ объектсем хута ярас ыйту пирки те канашланă.   Пуласлăх планĕ пысăк, иккĕмĕш тапхăрпа удобренисем, аш-какай таврашне тирпейлесе кăларма май паракан цехсем хута яма тĕллев лартнă.      

Фоторепортаж



13 ноября 2020
16:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter