Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсен гранта тивĕҫлĕ пулнă проекчӗсем пурнăҫа кĕрĕҫ

Грантовые проекты молодежи Чувашии получат практическую реализацию Чӳк уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев  Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче шкул ачисем хушшинче «Пысăк перемена» тата «Социаллă пуҫарусен ярмарки» ҫамрăксен хушшинчи конкурсра гранта тивĕҫнĕ яш-кĕрĕмпе уҫă тĕлпулу ирттернĕ.  Мероприяти Ҫĕнĕ Шупашкарти «Кванториум» технопаркра пулнă.

Уҫă калаҫăва республикăри влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, аслă шкулсен ертӳҫисем, банк тытăмĕнче тимлекенсем, Суту-илӳпе промышленноҫ палатин представителĕсем, Чăваш Республикин Обществăлла палатăра ĕҫлекенсем пуҫтарăннă.

Пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ çамрăксем пирĕн хушăмăрта чăнласах пуррине тепĕр хут çирĕплетнĕ çак тĕлпулу. Вĕсем тĕрлĕ енлĕ - волонтер, патриот, пултарулăх, экологи тата ытти те - проектсем хатĕрлесе Раççей шайĕнче çĕнтернĕ.

Мероприятинче пухăннă яшсемпе хĕрсем хăйсен проекчĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă, ҫĕршыв шайĕнче пысăк хака тивĕҫнисем хăйсен паха опычĕсем пирки  каласа кăтартнă.  Чăваш Ен ҫамрăкĕсем хушшинче йăла-йĕрке культурине ытларах сарасси пирки те асăннă, ҫĕнĕлĕхсем ҫинчен чарăнса тăнă.  Республикăн паллă ҫыннисем, студентсен юхăмне вăй илтересси, экологи тытăмĕпе ҫыхăнă проектсене пурнăҫа кĕртесси ыйтусем те кун йĕркинчех тăнă.   

«Пирĕн ҫамрăксем пуҫаруллă анчах мар, вĕсем кирек-епле ҫĕнĕ проектсемпе те хастар ĕҫлеме пикенеҫҫĕ.  Ҫĕршыв шайĕнче ăмăртусене хутшăнса грантсем тивĕҫеҫҫĕ.  Эпир вĕсемпе чăнласах та, мăнаҫланатпăр.  Кашни ҫамрăкăн ăнăҫлă ĕҫĕ – Чăваш Еншĕн пысăк ҫитĕнӳ, пуласлăх ҫул-йĕрĕ те», - тесе каланă ҫапларах хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Ҫĕнĕтерӳҫĕ ята тивĕҫнĕ проектсем уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Вĕсене пурнăҫа кĕртес тĕлĕшпе кирлĕ пек условисем те туса пама пĕлмеллине каланă регион Пуҫлăхĕ.

«Проектсем социаллă пĕлтерĕшлĕ. Вĕсен обществăна витĕм кӳмелле, халăхшăн усăллă пулмалла», - тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Малашне те ӳсĕмсемпе ĕҫлеме тăрăшмалла, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ пуҫаруллă проектсем хатĕрлемелле.   

Сăмах май, регион Ертрӳҫи паха проектсем вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕшĕн питĕ лайăх пуласса шанса каланă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева хăйĕн сăмахĕнче ҫĕнĕ проектсене тарăн тишкерме, социаллă пĕлтерĕшлисем ҫине пысăк тимлĕх уйăрма шантарнă.   

Ҫамрăксем хушшинче ытларах та ытларах проектсем пирки ыйтусене пăса тухма тăрăшмалла, ҫĕршыв шайĕнче пулакан ăмăртусене явăҫтармалла, ҫĕнĕлĕхсем ҫинчен пĕлтермелле тенĕ хăйĕн докладĕнче вице-премьер.  Ведомствăсен хушшинче ятарлă программа йышăнса хăварсан та вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ сăмаха малалла тăснă май. «Ҫамрăксем хушшинче ятарлă тытăм йĕркелемелле, ачасене кулленех тĕрлĕ конкурссене хутшăнма вĕрентсе пымалла», - тенĕ Алла Салаева.

«Пысăк перемена» Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче пулнă конкурс ҫĕнтерӳҫисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тав ҫырăвĕсене парса чысланă.

Палăртнă кун Олег Николаев   «Кванториум» технопаркра ҫамрăксемпе курса калаҫнă, вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлнĕ, условисем пирки канашланă.       

Фоторепортаж



13 ноября 2020
10:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter