Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енре коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен ятарлă штабăн черетлĕ ларăвне ирттернĕ

В Чувашии устраняют дефицит лекарств в аптеках и увеличивают коечный фонд для пациентов с COVID-19    Чӳк уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев коронавирус чирĕ алхасасран сыхă тăракан оперативлă штабăн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче эрне хушшинче республикăри аптекăсене тĕрлĕ эмелсемпе тивĕҫтерессипе курăмлă ĕҫленине хыпарланă. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, хăш-пĕр аптекăсенче чăнласах та сипленмелли эмелсем ҫителĕксĕр пулни куҫкĕретех имĕш. Коронавирусран сиплекен сыватмăшсенче эмелсем пур. Анчах аптекăсенче вĕсем çителĕксĕр. Эзитромицин, левофлоксацин,цефтриаксон йышши антибиотиксене, антикоагулянтсене (натри эноксапаринĕ), вируссенчен сыватакан препаратсене (умифеновир), гормонсене (дексаметазон, метилпреднизолон). тупма та йывăр. Ҫитес тапхăрта Раҫҫейри пысăк предприятисем патне ыйтса ҫырупа тухассине асăннă, республикăри аптекăсем патне ятарлă кирлĕ пек эмелсене илсе ҫитерме тăрăшасса хыпарланă.  

Чире килте ирттерме палăртнисене, COVID-19 сипленме ятарлă эмелсемпе тивĕҫтересси куҫкĕретех.  Пĕрремĕш партипе таварсем республикăна чӳк уйăхĕн 17-20-мĕш кунĕсенче килсе ҫитĕҫ.  

Аса илтеретпĕр, пациентсене сыватма, РФ резерв фондĕнчен Чăваш Республикине 45,8 млн уйăрнă. Пысăк пулăшу ятарлă эмелсем туянма тăкакланнă.  

Лару-тăру ҫивĕчленсе пынине кура, республикăра чирлисене вырнаҫтарма хушма койкăсем хатĕрлеҫҫĕ. Патăрьел тăрăхĕнче тĕп сиплев учрежденийĕнче 80 койка хатĕрленĕ, Канаш районĕнче 145 вырăн хатĕр пуласси те куҫкĕретех.  

«Лесная сказка»  республикăри санаторинче те кăшăл вирус амакĕпе аптракансене вырнаҫтарма 140 вырăн хатĕрлесе тăратнă.  Хушма вырăнсем хатĕрлесси те планра пур, тата та 154 койка хатĕрлесе хума тĕллев лартнă.

«Каламасăрах паллă, хушма вырăнсем сиплев учрежденийĕнче хатĕрлесси те планра пур», - тесе палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.   

Роспотребнадзор Чăваш Енри Управленийĕн ертӳҫи Надежда Луговская хăйĕн докладĕнче кăшăл вируспа аптракансем чылаях маррине, вĕсене сплессипе ятарлă хатĕрсем ҫителĕклĕ пулнине, профилактика мероприятийĕсене вăхăтра йĕркелесе пынине асăннă. Аслă ҫулсенчи ватăсене 65-рен иртнисене кильте юлма ыйтни самай пысăк витĕм кӳнĕ. Вĕсем чир-чĕртен асăрханни сисĕнет. Кăтарту ырă енне куҫни пушшех та аван тенĕ вăл.

Паллă кăшăл вирус амакĕ пур-пĕрех регионта пур-ха. Ытларах вăл чирпе Шупашкар, Улатăр хулисенче, Канаш районĕнче ҫынсем аптраҫҫĕ.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев обществăлла апатлану вырăнĕсенче профилактика йĕркисене ҫирĕп пăхăнни те чир-чĕре сирме пулăшать тенĕ, шухăша Надежда Луговская ырланă, чăнлсах та тесе ҫирĕплетнĕ.

Пур ҫавăн пек предприятисем, хăйсем ҫине илнĕ яваплăха тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫламаннисем. «Енчен те лару-тăру уҫăмланмасан, вĕсене пула ыттисен чăрмавсене тӳсме тивĕ. Апла пулсан, пĕрне-пĕри ăнланмалла, май килнĕ таран килĕшсе ĕҫлемелле, йĕркене ҫирĕп пăхăнмалла», - тесе тепĕр хут асăрхаттарнă республика Пуҫлăхĕ.

Фоторепортаж



16 ноября 2020
09:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter