"Кӗмӗл сасӑ-2020" конкурсра Пушкӑртстан хӗрӗ ҫӗнтернӗ

Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче Раҫҫей шайӗнчи чӑваш юррин "Кӗмӗл сасӑ-2020" фестиваль-конкурсӗ иртрӗ.

Ӑна Чӑваш Республикин культура министерстви  пулӑшнипе Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленӗ.
Мероприяти вӑхӑтӗнче коронавирус чирӗнчен сыхланмалли мелсене ҫирӗп пӑхӑннӑ.
Фестивале Пушкӑртстанран, Тутарстанран, Чӗмпӗртен, Питӗр хулипе Ленинград облаҫӗсенчен, Тюмень тӑрӑхӗнчен те килнӗ.

Гран-прие Пушкӑртстанри чӑваш пики Анастасия Иванова тивӗҫнӗ. Ӑна ЧНК президенчӗ Николай Угаслов тухья парнеленӗ тата конгресӑн ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫи Павел Вязов  15 пин укҫа парса хавхалантарнӑ.

Пӗрремӗш вырӑнта - Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчен килнӗ Кристина  Никитина. Ӑна - ЧНК Президиумӗн пайташӗнчен, Юрий Зорин депутатран хаклӑ парне.

Иккӗмӗш вырӑнта - Ленинград тӑрӑхӗнчи Роман Арсентьев. Вӑл та хаклӑ парнене тата иккӗмӗш степеньлӗ диплома тивӗҫрӗ.

Виҫҫӗмӗш вырӑнта иккӗн - Элӗк каччи Сергей Иванов тата Тутарстан пики Валерия Юманова.

www.hypar.ru

 



16 ноября 2020
09:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter