Чӑваш Енре ачаcене хӑрушсӑрлӑхпа тивĕҫтерес ыйтусем ҫине пысăк тимлӗх уйăраҫҫĕ

В Чувашии пристальное внимание уделяется вопросам обеспечения безопасности детства Паян,  чӳк уйăхĕн 16-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республика Правительствин членӗсемпе, федераци влаҫӗн территори органӗсен ертӳҫисемпе тата муниципалитетсен пуҫлӑхӗсемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ канашлăва ирттернĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри -  Чӑваш Республикинче ачасене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси пулса тӑнă. Чӑваш Республикинче ача прависемпе ĕҫлекен Уполномоченнӑй Алевтина Федорова каланӑ тӑрӑх, регионта ачасене туллин аталантарма тата воспитани пама кирлӗ пек мĕнпур условисем йӗркеленеҫҫӗ, анчах та хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ  ыйтусем ҫивӗч тӑраҫҫӗ тенĕ. Кун ҫинчен ачасем сăлтавсăр пурнăҫран уйрăлса кайни кӑтартăвĕсем ҫирĕплетсе параҫҫĕ тенĕ вăл.

"2019 ҫулта  сусăрланнă  32624 ачана медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтернĕ, вӗсенчен 2934 ача  сиплев учрежденийĕнче выртса сывалнă. Тулашри сӑлтавсене пула 2019 ҫулта 36 ача, 2020 ҫулта – 32 ача вилнӗ. Тӗп сӑлтавсенчен пӗри –  тăтăшах ачасем чӳречерен ӳкни", палӑртнă хăйĕн докладĕнче Алевтина Федорова.

2020 ҫулта  ҫак ҫӳлерех палăртнă сăлтавпа Чӑваш Енре 6 ача вилнӗ, 23-шĕ хытă сусăрланнă. Хӑш-пӗр чухне инкекрен сыхланма пулӑшакан хӳтлӗхсем, ҫавӑн пекех ятарлӑ фиксаторсем те витĕм кӳнĕ пулĕччĕҫ, ахăртнех вĕсем пулманни вара инкек патне илсе ҫитереҫҫĕ.

Чӑваш Енĕн строительство министрӗ Александр Героев хӑй  сăмахĕнче республикăра ҫӗнӗрен хута каякан ҫуртсенче  чӳречесене йăлтах питĕрме ятарлă механизм вырнаҫтарма йышăну тунине хыпарланă.

"Строительсем ҫакӑн пек йышӑнӑва ӑнланаҫҫӗ,  ятарлă хатӗрсем чӳречесем ҫине вырнаҫтарса пыма шантарнă» - тенӗ вӑл.

Социаллӑ тӳлев темине Чӑваш Республикин ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова ҫӗкленӗ. Вӑл регион Правительстви федераци бюджечӗн укҫи-тенкине чӳк уйӑхӗнче виҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесене тата 3 ҫултан пуҫласа 7 ҫул таран ачасемпе паракан укҫа-тенке илес енӗпе ӗҫленине пӗлтернĕ. Министр шухӑшӗпе, ҫак тӳлевсемпе лару-тӑру кӑҫалхи авăн тата юпа уйӑхӗсенчи пек пуласси паллă, хальхи вӑхӑтра федераци бюджетӗнчен пулăшу килессе кӗтнине хыпарланă.

Алена Елизарова ҫавӑн пекех граждансене социаллӑ контракт пек пулӑшу памалли тепӗр мерӑсем пурнӑҫлани ҫинчен те каласа панă. Сӑмах май, 2020 ҫултан пуҫласа Чӑваш Ен ҫак пулӑшӑва пурнӑҫламалли пилот проектне хутшӑнать. Ҫулталӑк пуҫланнăранпа республикӑра пӗтӗмӗшле 4900 ытла социаллӑ контракт тунӑ, 351 млн тăкаклама палăртнă. Муниципалитетсен пуҫлӑхӗсемпе калаҫнӑ чухне Олег Николаев ҫынсене пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрура пулӑшмаллине, патшалăх енчен куҫакан тĕревне вăхăтра илсе ҫитермеллине каланă. 

Кунсăр пуҫне канашлӑва хутшӑнакансем эрех-сӑрапа ӑнсӑртран наркӑмӑшланнинчен вилеслӗхе чакарас енӗпе йышӑннӑ мерӑсен тухӑҫлӑхне ӳстерес ыйтусене сӳтсе явнă, ҫавӑн пекех вӑрман фондӗнчи  лару-тăрăва пăхса тухнă,  пушарсенчен асăрханассипе йĕркеленĕ мероприятисем пирки чарăнса тăнă.

Фоторепртаж



16 ноября 2020
16:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter