Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Канаш районӗнче ĕҫлĕ визитпа пулнă

Олег Николаев в Канашском районе посетил новый ФАП и провел совещание по вопросам ремонта и строительства объектов здравоохраненияЧӳк уйăхĕн 17-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Канаш районӗнче ĕҫлĕ визитпа пулнă. Унта Ертӳҫĕ фельдшерпа акушер пунктĕнче ҫĕнĕ условисемпе паллашнă, сипленме пыракан халăхпа курнăҫнă.  Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕнче 836 ҫын кулленех хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерсе тăма пултарать.  

Ҫӗнӗ медпункта малтанхи йывӑҫ ҫурт вырӑнӗнче туса лартнӑ, хальхи  пурнăҫпа килĕшсе тăракан медицина хатĕрĕсемпе пуянлатнӑ. Кунта медицина кабинечӗ, тӗрӗслев, процедурӑллӑ, санузел, эмел упрамалли пӳлӗм пур. ФАП заведующийӗ пулма  Наталия Антоновăна шаннă, вăл 20 ҫул ытла хăйĕн юратнă профессине парăнса ĕҫлет.

Фельдшерпа акушер пунктне интернетпа ҫыхӑнтарнӑ, анчах ҫыхӑну пахалӑхӗ тепӗр чухне чăхăмлатни сисĕнет тенĕ кунти специалистсем.  Медицина ӗҫченӗсемпе калаҫнă май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ паян социаллӑ объектсене пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернетпа ҫыхӑнтарассипе специалистсем хастар ӗҫлени ҫинчен каласа панă.

"Паянхи кун тĕлне  ФАПсенче тивӗҫлӗ пахалӑхлӑ интернетпа, телемедицинăпа, пациентсене дистанци консультацийӗпе туллин тивĕҫтерме условисем хатĕрлесе тăратма тӗллев лартнӑ", – тенĕ республика Ертӳҫи.

Олег Николаев ФАПра эмелсене пăхса тухнă, анлӑ ассортименчӗ пуррипе ҫуккине хакланӑ.

"Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗпе килĕшӳллĕн Канаш районĕнче тата икĕ ФАП уҫма тĕллев лартнă. Вĕсем Асхвапа Вӑрман-Енӗш ялӗсенче  пулĕҫ.

2020 ҫулта Канаш, Елчӗк тата Пӑрачкав районӗсенче 5 ФАП уҫнă. Унсӑр пуҫне Патӑрьел, Етӗрне тата Шупашкар районӗсенче сиплев учрежденийĕсен строительство ĕҫĕ пырать. Халӗ Канаш районӗнчи перекетленӗ укҫа-тенкӗ шучӗпе тата тепӗр ФАП тума плана кĕртнĕ.

ФАП ĕҫĕпе тĕплĕн паллашнă хыҫҫăн, Канаш район администрацийӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсене проектлас тата тӗпрен юсас енӗпе канашлу ирттернӗ. Кӑҫал республика бюджетӗнчен 44 медицина организацине тӗпрен юсама 889,7 млн тенкӗ уйӑрнӑ.

"Кӑҫал пуҫланӑ ӗҫе малалла тӑсӗҫ. Эпир социаллӑ пурнӑҫпа культура сферин мӗнпур объекчӗсене тĕпрен  тирпей-илем кĕртме план тунă. Сывлӑх сыхлавӗн отраслӗсене, ҫитес пилӗк ҫулта ҫӗнетсе хальхи стандарт патне илсе ҫитересси те тĕп приоритетсенчен пĕри», - терӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ. Мӗнпур ҫитменлӗхсене пĕтермелле тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса. Проектпа смета докуменчӗсене пахалӑхсӑр хатӗрленни, подрядлӑ организацисене ӑнӑҫсӑр суйласа илни ҫивĕч ыйтусем. Олег Николаев республикӑра пĕтĕм строительство ӗҫӗсен централизаци процесне хута янине аса илтернĕ. Сывлӑх сыхлав объекчӗсене тӗпрен юсас тата юсаса ҫӗнетес енӗпе те аналоглӑ ӗҫе пурнӑҫлӗҫ. Кун пек чухне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ учрежденисене юсас тата строительство енӗпе комплекслӑ майпа усӑ курнине аса илтернӗ.  Ҫулсене юсас,  тавралăха тирпей-илем кӗртес ыйтусем те кун йĕркинче тăнне каланă.

Республика пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫавӑн пекех нумай функциллӗ ҫӗнӗ медицина центрӗсем регионта хута яма тĕллев лартнине ырă хыпара пĕлтернĕ.

Палӑртса хӑваратпӑр: 2021–2025 ҫулсенче 103 фельдшерпа фельдшерпа акушер пункчӗ, 19 врач амбулаторийӗ, пӗтӗмӗшле практика врачӗн 9 уйрăмне туса лартма палӑртнӑ. Республика бюджетӗнчен пысӑк финанс пулӑшӑвне пула 2021 ҫулта сывлӑх сыхлавӗн 26 учрежденийӗнче 658,6 миллион тенкӗлĕх тӗпрен юсав ĕҫĕсем  иртӗҫ. Чӑваш Ен  Финанс министерствине сывлӑх сыхлавӗн 40 учрежденине тӗпрен юсама тата та 1,2 миллиард тенкӗ чухлӗ хушма укҫа-тенкĕ ыйтса заявка тăратнă.

Фоторепортаж



18 ноября 2020
08:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter