Çеçпĕл Мишши çинчен – фильм

Шупашкарта «Тĕрĕслĕх çутаттăр Çеçпĕлĕн ятне» документлă фильм презентацийĕ иртнĕ.

Чăваш поэчĕ тата общество деятелĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 121 çул çитнĕ ятпа «Çынсем — Легендăсем» ярăм валли хатĕрленĕ фильмпа куракана пуçласа Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче паллаштарнă. Сценарине çыраканĕ тата режиссерĕ — Алексей Енейкин.

Кинокартинăна пахалама Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ Валерий Гордеев, чăваш çыравçисем хутшăннă.

Презентаци вăхăтĕнче Марина Карягина поэтессăна тата Шупашкар хулин нотариусне Анатолий Шагарова Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премипе чысланă.

www.hypar.ru



18 ноября 2020
13:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter