«Культурăсен диалогне» чĕнеççĕ

Чӳк уйăхĕн 9-28-мĕшĕсенче Чăваш Енре çамрăксем валли «Культурăсен диалогĕ» этнокультура конкурсĕ иртет.

Пĕтĕмпе 8 номинаци: «Наци сĕмĕллĕ ӳкерчĕк», «Декораципе хушма искусство», «Наци спорт тĕсĕсем», «Наци костюмĕ», «Наци кухнин апачĕ», «Наци юрри», «Наци ташши», «Наци фольклорĕ».

Конкурс икĕ тапхăртан тăрать: суйлав тата вĕрентӳ. Пĕрремĕшне /чӳк уйăхĕн 9-22/ хутшăнма наци тумĕпе номер лартса 3 минутран вăрăм мар видео хатĕрлемелле те www.dialogculture.ru сайта вырнаçтармалла. 2-мĕш тапхăра куçнисен чӳк 24-28-мĕшĕсенче проектăн вĕренӳ программине хутшăнмалла.

www.hypar.ru 



18 ноября 2020
13:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter