Хӗрарӑм-усламҫӑсен форумӗ иртнӗ

Паян Шупашкарта «Деловые женщины нового времени: созидание и развитие» (чӑв. Хальхи вӑхӑтри ӗҫлӗ хӗрарӑмсем: чӑмӑртану тата аталану) республикӑри конференци иртнӗ. Ӑна хӗрарӑм-усламҫӑсен кунне халалланӑ. Форума Чӑваш Енри хӗрарӑмсен союзӗ, Усламҫӑ хӗрарӑмсен организацийӗ, «Манӑн услам» центр, Раҫҫейри усламҫӑсен профсоюзӗ йӗркеленӗ.

Мероприятие Чӑваш Енри Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи – финанс министрӗ Михаил Ноздряков, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Александр Федотов, республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ Денис Спирин, Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Наталья Николаева тата ыттисем хутшӑннӑ.



https://www.chuvash.org/news/27005.html
19 ноября 2020
19:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter