Асаннеçěм, асатте, эпир телейлě эсир пурришěн пурнǎçра!

Эх, епле аван-çке асаттепе асанне пурри! Хаваслǎ та çепěç юрǎ янратрě  Екатерина Алексеевна Константинова (вǎл Мǎкарти клубра аэробика кружокне ертсе пырать) виçě пепкипе Константиновсен кěрекинче.

Анатолий Васильевичпа Мария Дмитриевна  юратнǎ  кинěпе мǎнукěсене йǎлтар кулǎпа кěтсе илчěç. Чěрě чечек çыххи, çепěç юрǎ-сǎвǎ пулчě  хǎнасенчен уяв парни. Константиновсен 8 мǎнук. Асаттепе асаннесен уявне чи çываххисем çитрěç ку хутěнче,  ватǎсен камǎлне çěклерěç. Яланхиллех Константиновсем кěтнě хǎнасене техěмлě чейпе тата тутлǎ апат-çимěçпе  сǎйларěç.

Юратнǎ асаннепе асатте, ырлǎх-сывлǎх сире, нумай-нумай çул пурǎнǎр, манукǎрсемшěн ырǎ тěслěх пулǎр! Парнерен те хаклǎ-çке чěререн тухакан сǎмахсем!

                                                Çыраканě «Туслǎх» ушкǎн ертÿçи Вероника Иванова

Тěплěнрех 



02 ноября 2020
17:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter