Чӑваш Республикипе Туркменистан хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăну сарăлса пырать

Олег Николаев встретился с генеральным консулом Туркменистана в Российской Федерации Атадурды Байрамовым   Чӑваш Республикипе  Туркменистан хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăну сарăлса пырать.  Кун пирки чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче  ирттернĕ уҫă калаҫура ертӳҫĕсем палăртса каланă.  

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата Туркменистанăн генеральнӑй консулӗ Атадурды Байрамов суту-илӳпе экономика пӗрлӗхне аталантармалли, ҫавӑн пекех вӗренӳ сферинче пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлемелли ыйтусем ҫинчен тĕплĕн канашланă.

Олег Николаев цифрӑсем халлӗхе пысӑках мар пулин те,  пур-пĕрех динамика ырă енне куҫса пырать,  ӳсӗм вара тӳрех темиҫе енпе палăрса тăрать тенĕ.  

"Ҫакă пирĕн пирӗн пӗрлехи ӗҫсен ҫӗнӗ ҫул-йӗрне тата май килнӗ таран инвестици проекчӗсене пурнӑҫламалли майсене тупса палӑртмалли тӗп база шутланать", - тесе каланă Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Генеральнӑй консул  хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫейри рынок  Туркменистаншăн ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине хыпарланă.

Суту-илӳпе экономика  пайĕнче уйрăмах  паха, таварсене экспорта куҫарассипе те ĕҫлеме меллĕ тенĕ сумлă хăна.

"Пуласлăхра  ҫак ӗҫе хастартарах пуҫарса ярасса шанатăп", -  тенĕ Атадурды Байрамов.

Кунсăр пуҫне вӗренӳ сферинче пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлемеллисем сахал мар.   Чăваш Енре вĕренӳ тытăмĕ лайăх аталаннине, ыттисемшĕн тĕслĕх пулма пуласса асăннă сумлă хăна.

Хальхи вӑхӑтра Туркменистанран  853 гражданинӗ Чӑваш Республикинче вӗренет. Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем пĕр-пĕрин хушшинчи ĕҫлĕ килĕшĕве тата та ытларах сарса пыма тĕллев лартнă.



02 ноября 2020
16:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter