"Тухтӑрсем патне мĕнпур тӳлеве вӑхӑтра тата туллин илсе ҫитермелле», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Олег Николаев: «Все выплаты врачам должны быть доведены своевременно и в полном объёме»Чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Енре коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен ятарлă штабăн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.

Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – кăшăл вирус амакне хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен медицина ĕҫченĕсене укҫан тĕрев парасси ыйту пулнă. Ҫĕнĕ йĕрке пирки тĕплĕн пăхса тухнă канашлăва пуҫтарăннисем.   Палăртнă тăрăх, ҫĕнĕ пулăшăва чӳк уйăхĕн пуҫламăшĕнчен пуҫласа 2021 ҫул вĕҫлениччен федераци хыснинчен куҫарасси паллă. Пĕр сăмахпа каласан, медицинăра тăрăшакансем, енчен те вĕсем ковид чирне сирсе ярассипе тăрăшнă пулсан, паллă патшалăх енчен тĕрев илесси.

РФ социаллă страховани пайĕн Чăваш Енри управленийĕн пуҫлăхĕ Галина Николаева палăртнă тăрăх,  федераци хыснинчен укҫа куҫнă, кăтарту 138,6 млн танлашать тенĕ вăл. Вăл укҫан пĕтĕмпех медицинăра  кăшăл вирус амакĕпе хирĕҫ кĕрешессипе вăй хуракансем валли тăкакланмалла тесе ҫирĕплетнĕ сăмаха.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев унăн сăмахне малалла тăснă май, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствине ыйтăва вăраха тăсса яма юраманнине, пулăшăва тĕллевлĕн медицина ĕҫченĕсем патне илсе ҫитермеллине асăрхаттарнă. Чăрмавсем пачах та пулмалла мар тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  Тивĕҫлĕ медицина ĕҫченĕсене пурне те пулăшăва памалла тесе тепĕр хут асăннă.

«Укҫана вăхăтра тата кирлĕ пек виҫепе илсе ҫитермелле.  Пулкалама пултараҫҫĕ хăш-пĕр ыйтусем, вĕсене вăраха тăсса ямасăрах татса памалла.  Реестра хатĕрлемелле, кашни специалист шутра пулмалла. Медицина ĕҫченĕсем патне вăхăтра патшалăх тĕревне илсе ҫитермелле», - тенĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче.

Кăшăл вирус чирĕ пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов чарăнса тăнă,  регионти лару-тăрупа паллаштарнă. Пĕр сăмахпа каласан, ҫĕршыври вăтам кăтартупа танлаштарсан, куллен чирлекенсен шучĕ республикăра сахал.    COVID-19  чирĕпе аптракансен йышĕ сахалланса пырать. Апла пулсан, республикăра специалистсем тимлĕ ĕҫлеҫҫĕ, профилактика ĕҫĕсене ҫирĕп йĕркесене пăхăнса ирттереҫҫĕ.

Республикăра чирлисене вырттарма ятарлă койкăсем ҫителĕклĕ, пушă вырăнсем те сахал мар.  Кăшăл вирус чирĕпе аптракансене валли ятарлă сиплев учрежденийĕсене хатĕрлесе тăратнă. Хирурги, травматологи уйрăмĕсенче те ятарлă койкăсем хатĕр тăраҫҫĕ, пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе туллин тивĕҫтернĕ вăл учрежденийĕсене.  Хулари БСМП учрежденийĕнче те ҫителĕклĕ условисем хатĕрлесе тăратнă.  Кун пирки халăх пĕрре мар сăмаха ҫирĕплетет.    

Чи паха тĕслĕхсенчен тепĕр пай – Чăваш Енре чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуҫласа килте чиртен сипленекенсем, тӳлевсĕр эмелсем илейреҫҫĕ.  Амбулатори мелĕпе сипленекенсемшĕн пысăк пулăшу. Коронавируспа амбулатори шайĕнче сипленекенсене эмелпе тивĕçтерме федераци бюджетĕнчен укçа уйăрасси пирки пĕрре мар  пĕлтернĕ.  Çак ĕç валли  укҫа уйăрнă. Нухрат тухтăрсем сăнаса тăнипе амбулатори условийĕсенче сипленекен пациентсем валли эмел туянма кайĕ.  Чăваш Республикине  8,1 млн тенкĕлĕх эмелсем килсе те ҫитнĕ.  Апла пулсан, нимĕнле чăрмав та ҫук.

Аса илтеретпĕр, Коронавирус амакĕпе нушаланакансене патшалăх шайĕнче эмелпе тивĕçтересси пирки хушу тухнă. РФ Правительстви амбулатори мелĕпе сипленекенсем валли эмелсемпе тивĕҫтерме  Чăваш Республикине 45,8 млн уйăрма йышăну тунă. Ҫав тери хăватлă пулăшу пирĕн региона.   Эмельсене чирлекен патне паянхи кун тĕлне хатĕрленĕ икĕ схемăпа çитерĕç. Пĕрремĕшĕ. Пациент поликилникăна пырсан, ăна участокри врач йышăнса тĕрĕслет те сывама кирлĕ эмелсемпе тивĕçтерет. Çак эмелсене ăна вăл коронавирус инфекцийĕпе чирлеме пултарнă тенĕ чухне, çавăн пекех инфекци пуррине çирĕплетнĕ хыççăн параççĕ. Эмелсене поликлиникăна тухтăр патне пырсан параççĕ. Иккĕмĕшĕ. Енчен те пациент поликлиникăна пыраймасан, врача киле чĕнтерсен, вăл ăна тĕрĕсленĕ май çакскер коронавируспа чирлеме пултарнă тесен е чир пуррине çирĕплетсен – пациента эмелсемпе тивĕçтереççĕ. Çак ĕçе волонтерсем е медицина ĕçченĕсем пурнăçлаççĕ.



20 ноября 2020
17:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter