Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн налук органĕсен ĕҫченĕн кунĕ саламлани

Хисеплĕ туссем!

Сире Раҫҫей Федерацийĕн налук органĕсен ĕҫченĕн кунĕ ячĕпе тата налук службине туса хунăранпа 30 ҫул ҫитнĕ ятпа саламлатăп!

Эсир тĕрĕслевпе надзор ĕҫĕн тухăҫлăхне ӳстерес, бизнеса саккунлă майпа тытса пыма тата мĕн пур шайри бюджетсене кĕрекен укҫа юхăмĕн ҫирĕплĕхне тивĕҫтерме кирлĕ пулăшу ĕҫĕcен пахалăхне лайăхлатас енĕпе ҫине тăрса ĕҫлетĕр. Налук органĕсен коронавирус пандемийĕн условийĕсенче хуҫалăх субьекчĕсен ҫухатăвĕсене чакарас тĕлĕшпе вĕсене федераци тата регион шайĕнчи пулăшу мерисемпе тивĕҫтерессинчи пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк.

Налук органĕсен ветеранĕсене уйрăммăн тав тăватăп. Ĕҫе парăннипе ҫыхăннă ырă йăласене, эсир хывнăскерсене, ведомство сотрудникĕсен ҫамрăк ăрăвĕ малалла тăсать, вĕсен яваплă ĕҫĕ пысăк хисепе, хаклава тивĕҫ. Сире сывлăх, ырлăх, ĕҫре малашне те ăнăҫу сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                    Олег Николаев



21 ноября 2020
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter