Чӑваш Енре COVID–19 диагностика валли лаборатори хӑватне ӳстереҫҫӗ
Чӳк уйăхĕн 23-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикăри Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн венерологи диспансерӗнче диагностика лабораторийӗн ӗҫӗпе паллашнӑ.
Ака уйӑхӗнчен пуҫласа коронавирус инфекцине палăртассипе специалистсем диагностика ирттереҫҫӗ.
Тӗллевлӗ субсидисен шучӗпе нумаях пулмасть термоциклер туяннӑ. Вӑл ҫак лабораторире тӗпчевсен йышне талӑкра 700-800 единица таран ӳстерме май панӑ.
"Пирӗн тӗллев - малтанхи стадисенче чирлӗ ҫынсене май килнӗ таран хӑвӑртрах тупса палăртасси, сыватасси", - палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев. « Ку енӗпе диагностика лабораторийӗсен хӑватне тата ытларах ӳстермелле", - тесе хушса каланă хăйĕн сăмахĕнче регион Ертӳҫи.
Республика бюджетӗнчен 2 млн 800 пин тенкӗ уйӑрнӑ ӗнтӗ, вӑл республикӑн венерологи диспансерӗн лабораторине нуклеин кислотисен амплификаторне туянма, условисем туса пама витĕм кӳрет пысăк тĕрев, ҫакӑ вара ирттерекен тӗпчевсене тата ытларах ӳстерме пулăшать.
Федераци укҫи-тенки шучӗпе Канашри медицина центрӗ валли лаборатори оборудованийӗ туянма палӑртнӑ.
Регион Ертӳҫи кирлӗ пулсан регионти хыснаран укҫа-тенкӗ уйӑрма, "коронавирус инфекцийӗпе кӗрешме ҫынсем валли тивӗҫлӗ условисем туса пама хатӗр пулнине палӑртнă.
Чӑваш Енре ҫывӑх вӑхӑтра COVID-19 кăтартăвĕсем ҫинчен оперативлӑ информаци тытӑмӗ ӗҫлеме пуҫланасса хыпарланă.
Ковид пирки ҫынсем тӳрремӗн, врач патне пымасӑр пĕтĕмлетӳсем илейреҫҫĕ.
Кун пек тытăма Чӑваш Республикин Информаци политикипе Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пĕрле килĕшсе туса хатӗрленӗ.
«Программа проекчӗ чӳк уйăхĕн 27-мӗшӗнче хатӗр пулать. Больницӑсенче тата лабораторисенче ӑна тест хыҫҫӑнах пурнăҫа кĕртĕҫ», - палӑртнӑ Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов. Ҫапла вара чирлисем хăйсен биоматериалĕсем пирки 48 сехетрен кая мар тивĕҫме пултарайраҫҫĕ.