Регион ĕҫĕсене йĕркелесе пыракан центр Чӑваш Енре хӑйӗн ӗҫне пуҫланă

Центр управления регионом начинает свою работу в ЧувашииРаҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин хушăвĕпе килĕшӳллĕн, ҫӗршыври мĕнпур регионсенче ЦУРсем  (Регион ĕҫĕсене йĕркелесе пыракан центрсем) йĕркеленсе пыраҫҫĕ.

Республикăра ҫӗнӗ тытӑма Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн 2020 ҫулхи чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче кăларнă хушăвĕпе йĕркеленĕ.

Ҫĕнĕ центрăн тĕллевĕ ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенчи халăх ыйтăвĕсене пухса, кирлĕ пек тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварма витĕм кӳресси.

Вӗрентӳ, социаллӑ хӳтлӗх, сывлӑх сыхлавӗ, транспорт, ҫулсем, экологи, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика тата ытти сферăри ыйтусене тишкереҫҫĕ специалистсем, кашнинпе тивĕҫлĕ хаклав тăваҫҫĕ.

Паллă пулăма  паян Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Вячеслав Борисов хутшăннă,  ҫĕнĕ центр ĕҫченĕсене вăй-хал суннă. «Граждансене кăсăклантаракан тата пăшăрхантаракан ыйтусене татса пама ҫĕнĕ технологи витĕмлĕхĕ пулăшĕ. Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен  ĕҫĕсен пахалӑхне лайӑхлатма, цифра сервисӗсене туса хатӗрлеме тата хута яма,  йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене туххăмрах татса пама малашне тата та меллĕрех пулĕ», - тенĕ вăл.  Апла пулсан пысăк технологи пурнăҫа кĕни куҫкĕретех.  

Центр ӗҫӗн тӗп инструменчӗ "тепловая карта" ятлӑ пулать, вӑл республикӑра пурӑнакансен ыйтăвĕсене тĕрĕслеме май парать, чи ҫивĕч ыйтусене татса пама пулăшать, пĕтĕмĕшле лару-тăрăва ҫутатса пама витĕм кӳрет. Комплекслӑ йышӑнусем тума тата тĕплĕнрех тишкерме май парать. Ҫапла вара центр Чӑваш Республикинчи чи кăткăс ыйтусене татса пама, тухăмрах кирлĕ пек йышăнусем туса хăварма пулăшать тенĕ ертӳҫĕсем паянхи пулăмра.  

Центр ӗҫ-хӗлне сăнаса тĕрĕслесе тăраканĕ республикӑра Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ  пулать. Чӑваш Республикин ЦУРĕ валли тĕп  платформа «Инцидент Менеджмент» шутланать. "Инцидент Менеджмент" тытӑмне икӗ ҫул хушшинче республикӑра пурӑнакансенчен 25 пин ытла  ҫыру килнĕ, уйӑхра - 1500-е яхӑн хыпар пулнă. Хурав кӗтмелли вӑтам вӑхӑт 3 сехет те 20 минут шутланнă, граждансене тивӗҫтернӗ шайӗ 87 процентпа танлашнӑ.



23 ноября 2020
13:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter