"Тӗрӗпе ҫуралнисем" акци Чăваш Енре старт илнĕ

Главным врачам перинатальных центров передали распашонки для акции «Рожденный в вышивке»Чӳк уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăваш тĕррин музейĕнче «Тĕрĕпе ҫуралнисем» акцине старт панă. Нацин ҫĕнĕ уявне халалланă пулăма палăртса республикăри перинатальнăй центрсен ертӳҫисене пепкесен кипкисене панă. Парнесем чăваш тĕррипе сăнарланнă. Ку сăваплă парнене чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче кун ҫути куракан пепкесем тивĕҫĕҫ. Аса илтеретпĕр, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш тĕррин кунĕ тесе ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.  

Парнене паян Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов  сиплев учрежденийĕсен ертӳҫисене парса хавхалантарнă.   Ку парнене пулас ашшĕ-амăшĕсем патне  вĕсем илсе ҫитерĕҫ.  Вĕсене ырлăх-сывлăх, телей, вăрăм кун ҫул суннă.  Кипке ҫинче ачалăх сăнарланнă.  Ҫакӑ пирӗн нацийĕн  тĕп палли.  Унта пĕтĕмпех халăхăн пуян ăс-хакăл тĕнчи курăнать. Тĕрĕре чăвашсен ăслӑлӑхне, пултарулăхне, ӗҫченлӗхне курма пулать.  «Ҫак кипкесем ҫемьене упраса пыракан тĕп талисман пек пуласса шанатпăр», - тенĕ  хăйĕн сăмахĕнче Светлана Каликова.  Вăл пӗтӗм чун-чĕререн пурне те  телей, тӑнӑҫлӑх тата ырлӑх суннă.   

Ку парнепе пĕрле вĕсем Чăваш Республикин Пуҫлăхĕнчен Олег Николаевран салам открыткине, тетте тата Евгения Жачевăн чăваш тĕрри пирки хайланнă кĕнекине тивĕҫĕҫ.  

Тĕп врачсем ҫĕнĕ акцине питĕ ырланă, малашне те ҫулсеренех ирттерме сĕннĕ.

«Мĕн ача кун ҫути курнăранпах вăл пепкесене пурнăҫра ырри кĕттĕр, ĕмĕр тăршшĕпех ăнăҫу пултăр. Йăла-йĕркене упрани, пирĕн нацишĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Чăваш тĕрри – халăх мăнаҫлăхĕ.  Кашни ҫулах ҫакăн евĕр мероприятисем иртчĕр», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче перинатальнăй центрĕн тĕп врачĕ Ольга Рябухина.  

Аса илтеретпĕр, ҫӳлерех асăннă акцине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев пуҫарнă. «Кăҫал пуҫласа эпир Чăваш тĕррин кунне паллă тăватпăр.  Чăваш тĕрринче нацин пуянлăхĕ, ăс-хакăл тĕнчи, пултаруллăхĕ сăнарланнă.  Ҫывхарса килекен уяв умĕн ҫакăн евĕр мероприяти йĕркелесе ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ,  ҫавăнпа кун пек мероприятисене кулленех ирттермелле.  Пĕчĕк пепкесем, чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче кун ҫути курнисем, ҫакăн пек парнесене тивĕҫĕҫ», - тесе пĕлтернĕ хăйĕн Инстаграмĕнче  регион Ертӳҫи.

Чăваш тĕрин кунĕ пирки ятарлă ĕҫ хутне йышăнса хăварма Чăваш Республикин культура министерствин анлă ларăвĕнче сăмах пуҫарнă. Чӳк уйăхĕн 26-мĕшне ăна уявласси пирки ăнсăртран йышăнман, вăл кун шăпах та,  чăвашсен паллă тĕрĕ ăсти Екатерина Иосифовна Ефремова ҫуралнă.           

Фоторепортаж



24 ноября 2020
18:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter