OCEAN-TV Чӑваш Енпе паллаштарнӑ

«OCEAN-TV» телеканалӑн ӳкерӳ ушкӑнӗ 2018 ҫулта мӑнаҫлӑ Атӑл тӑрӑхӗнчи регинонсене ӳкернӗ. Ку юханшыва темиҫе субъект та хӑйӗн теме пӑхать те пулӗ. Эпир те, чӑвашсем, ун хӗрринче вырнаҫнӑ май хамӑрӑн тесе хӑюллӑнах калама пултаратпӑр. Паллӑ ӗнтӗ, мӑнаҫланни кӑна мар, упрама та пӗлмелле.

«OCEAN-TV» телеканал Атӑлҫи регионсен историне, культурине, йӑли-йӗркине халалланӑ документлӑ кӑларӑмсен ярӑмне хатӗрленӗ. 11-мӗш сери этнографилле. Ҫулҫӳрев Шупашкар ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Сувар» паркра пуҫланнӑ. Унтан телекурав ӗҫченӗсем «Ясна» этнопаркра пулнӑ. Фильм ӳкерекенсене Шупашкарти Сӑра тата Трактор музейӗсем те килӗшнӗ.

«Хам ӗмӗрте эпӗ нумай музейре пулнӑ. Анчах Трактор историйӗн музейӗ пеккисем ҫук», — тенӗ проект ертӳҫи тата авторӗ Владимир Плешаков.

«Великие реки России. Волга (Чебоксары)» серие ӗнер, чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 22 сехет те 30 минутра, тата  14 сехет те 30 минутра, кӑтартнӑ.



https://www.chuvash.org/news/27055.html
25 ноября 2020
08:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter