Мускав телеканалӗ чӑвашсене кӑтартӗ

Юпа уйӑхӗнче пирӗн тӑрӑхра «Моя планета» (чӑв. Манӑн планета) телеканал пулнӑ. Вӑл «Магия вкуса» кӑларӑм валли сюжетсем ӳкерме килнӗ. Телекуравра ӗҫлекенсем республикӑн тӗрлӗ районне ҫитнӗ, унта вӗсем чӑваш апат-ҫимӗҫне хатӗрленипе паллашнӑ.

Антон Зайцев ертсе пыракан телекӑларӑм эфира ыран, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 10 сехетре тухӗ. Тележурналистсем хӑш тӑрӑха ҫитсе мӗн ӳкернине пӗлес тесен ыран телевизор пӑхма манмалла мар. Чӑваш Енпе паллаштаракан кӑларӑма тепӗр хутчен чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 17 сехет те 10 минутра тата 00 сехет те 30 минутра кӑтартӗҫ.

 



https://www.chuvash.org/news/27050.html
25 ноября 2020
08:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter