Чăваш апачĕшĕн - шăрттаншăн сасăлатпăр!

Голосуем за чувашский шăрттан!Чăваш Енре туса кăларакан апат-çимĕç Раççейри конкурса хутшăнать.

Регионсен бренчĕсен «Раççей тути» наци конкурсне çĕршывăн Ял хуçалăх министерстви ирттерет. Конкурса хутшăнакан апат-çимĕçе Раççейĕпех пĕлтерес тĕллевпе йĕркеленĕ ăна.

Эксперт комиссийĕ вĕсене раштав уйăхĕнче суйласа илĕ. Унччен халăх сасăлавĕ иртет. Финалистсене сакăр номинаципе палăртĕç. Пирĕн республикăри предприятисем конкурса шăрттан, Çĕрпÿ пĕремĕкне, чăваш пылне тата качака сĕтне тăратнă.

ШУТА ИЛМЕ

Чăваш апачĕшĕн  https://russiantastes.ru/  сайтра сасăламалла пулать. Унта Чăваш Республикине тата хăвăра килĕшекен çимĕçе суйламалла.

www.hypar.ru



26 ноября 2020
14:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter