Оперăпа балет театрĕн ĕçĕсене кăтартаççĕ

Çак кунсенче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче М.Д.Михайлов ячĕллĕ пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ пырать. Унăн программине кĕнĕ икĕ спектакле «Культура.рф» порталта тÿрĕ эфирта курма май килчĕ.

Театрта пĕлтернĕ тăрăх, онлайн-трансляци валли çĕршыври уйрăмах пĕлтерĕшлĕ 40 пулăма суйласа илнĕ. Çĕнтерÿçĕсен шутне Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн 2 мероприятийĕ лекнĕ. Чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Винченцо Беллинин «Капулетти и Монтекки» оперине кăтартрĕç, чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче – Джузеппе Вердин «Бал-маскарадне».

Сăмах май каласан, Чăваш патшалăх пукане театрĕ çак кунсенче Владимир тата Рыбинск хулинчи куракансене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать. Унта артистсем виçĕ спектакльпе гастроле тухса кайнă.

www.hypar.ru

 



26 ноября 2020
13:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter