Чăваш халăхĕн чи тутлă апачĕ

Голосуем за чувашский шăрттан!Паллах, çывăх çынсене кăсăклă, çав хушăрах усăллă та кирлĕ парнепе савăнтарас килет. Анчах этемĕн мĕн кирли йăлтах пур чухне ăна мĕнпе те пулин тĕлĕнтерме çăмăлах мар. Ун пек чухне аш-какай деликатесĕсене парнелени пушшех те вырăнлă.

Тĕслĕхрен, республикăри аш-какай комбиначĕсем кăларакан шăрттана кучченеç пек парсан пурте савăнĕç. Вăл — тутлă çеç мар, сумлă парне те. Чăваш халăхĕ çак наци апатне мĕн авалтанпах пĕçернĕ, унпа чи хаклă хăнасене сăйланă. Шăрттана суйласа илнĕ чи лайăх какайран — мăйракаллă шултра выльăх тата сысна ашĕсенчен — хатĕрлеççĕ, унта тăвар, ыхра, вĕтетнĕ хура тата хĕрлĕ пăрăç яраççĕ, ятарлă кăмакана лартса темиçе сехет пĕçереççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ вăл пысăк пахалăхлă, сĕтеклĕ, ырă шăршăллă та калама çук тутлă пулать. Тутă кĕртекен техĕмлĕхсем текех çук унта, çакна пулах чăн-чăн какай тути питĕ лайăх сисĕнет. Ăна кассанах пӳлĕме калама çук ырă шăршă сарăлать, хăвăртрах çисе курас килет. Çак шăрттан вăрах вăхăт тутă тытать. Шăрттанна пĕрре çисе курнисем ăна татах та татах туянаççĕ, хăйсем валли çеç мар, кучченеçлĕх те. Чăваш Ен тулашĕнче пурăнакансем çак наци апатне пĕлĕшĕсене илсе килме ыйтни те тăтăшах пулкалать. Çапла, шăрттана ытти регионта та питĕ юратаççĕ.
Шăрттан — чăваш халăхĕ хатĕрлекен чи тутлă апат! 



26 ноября 2020
13:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter