Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чăваш тĕррин кунĕ ячĕпе саламлани
Хисеплĕ ентешсем!
Сире Чăваш тĕррин кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Чăваш халăхĕшĕн тĕрĕ яланах пысăк мăнаҫлăх палли пулнă. Вăл - пирĕн нацин хăйне евĕр сĕмĕ, унăн ăс-хакăл пуянлăхне, талантне, ĕҫченлĕхне сăнарлакан мул. Ҫавна май эпир кăҫал пирвайхи хут паллă тăвакан ҫĕнĕ уявăн хăйĕн йăлисем йĕркеленме те тытăнни нимĕн чухлĕ те иккĕлентермест. Ҫав шутра - наци тумтирĕн элеменчĕсене йышпа пĕрле тĕрлени, онлайн ăсталăх класĕсем, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни.
Ҫакна пĕтĕмпех хамăрăн ăстасен, художниксен пултарулăхне аталантарас, наци эрешне, йăлисене упраса хăварас тĕллевпе тăватпăр. Чăваш тĕррин кунĕ чăваш халăхĕн пĕрлĕхне, культура чĕрĕлĕвне, тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчи йăхташăмăрсен чăмăртанăвне пулăшасси пирки иккĕленместĕп.
Сире пĕтĕм чĕререн телей, тăнăҫлăх, ырлăх сунатăп!
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев