Кипкепе пӗрле Евгения Жачевӑн альбомне парнелӗҫ

Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫуралнисене чӑваш тӗрриллӗ кипке парнелесси пирки унччен хыпарланӑччӗ. «Тӗрӗпе ҫуралнисем» акцие чӑваш тӗррин кунне халаллӗҫ.

Ыран ҫуралнисене тӗрӗллӗ кипке кӑна парнелемеҫҫӗ-мӗн. Кипкесӗр пуҫне ЧР Элтеперӗн Олег Николаевӑн саламлӑ отрыткине, тетте-погремушка тата Евгения Жечевӑн «Чӑваш тӗрри» кӗнеке-альбомне те парӗҫ. Ӗнер парнесене Чӑваш Енри пепкелӗх центрӗсен тӗп тухтӑрӗсене ҫитерсе панӑ ӗнтӗ.

Аса илтерер: кипке ҫине ачалӑха, пултарулӑха, ӑнӑҫӑва, пурнӑҫа тата килӗшӗве палӑртакан тӗрӗ паллисене тӗрленӗ.



https://www.chuvash.org/news/27062.html
26 ноября 2020
13:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter