Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Амăшĕн кунĕ ячĕпе саламлани

Хаклă хĕрарăмсем!

Амăшĕн кунĕ ячĕпе чунтан калакан салам сăмахĕсене йышăнсамăр! Ҫак уява пире пурнăҫ парнеленĕ ҫынсене халаллатпăр, вĕсен юратăвĕпе тимлĕхне эпир яланах туятпăр.

Шăпах паян сире хăвăр ачăрсемшĕн пĕтĕмпех тунăшăн тав тăватпăр. Пушшех те пысăк тав – нумай ачаллă амăшĕсене, героиня амăшĕсене, тăлăх ачасемшĕн иккĕмĕш анне пулса тăнă хĕрарăмсене.

Ҫĕре ҫити тайма пуҫ сире, кил ăшшине упракансем, сирĕн ырми-канми ĕҫĕршĕн, иксĕлми тӳсĕмлĕхшĕн, чун ăшшишĕн!

Сире ҫирĕп сывлăх, ырлăх, ҫемьери телей сунатăп! Килти ăшă уяв, кăмăллă парне ытларах пулччăр, ҫывăх ҫыннăрсем тимлĕхпе савăнтарччăр, вăй-хал тапса тăтăр!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                                                Олег Николаев



27 ноября 2020
19:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter