Республика бюджетӗнчен COVID-19 чирне хирĕҫ кĕрешессипе хушма укҫа-тенкĕ уйăрассине хыпарланă регион Ертӳҫи Олег Николаев

Олег Николаев анонсировал выделение дополнительных средств из республиканского бюджета на борьбу с COVID-19Чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев Правительство ҫуртĕнче Чăваш Енре коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен ятарлă штабăн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.

Канашлăва уҫнă май, республика Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче ырă хыпар пĕлтернĕ. Кĕҫех ҫывăх вăхăтра региона пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕ ҫитесси пирки каланă. Вăл хатĕр паллă, COVID-19 чире малтанхи тапхăрсенче тупса палăртма тата май килнĕ таран сиплеме те витĕм кӳрессине асăннă.  Калăпăр, республикăри венерологи медицина учрежденине республика хыснинчен ятарлă хатĕрсем туянма укҫа уйăрнă.  Тата тепĕр пысăк тĕрев кĕтет асăннă медицина учрежденине. Ҫывăх вăхăтрах Чăваш Ен  Пуҫлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, хушма оборудовани туянма укҫа куҫĕ.  Вăл пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕ специалистсен йышне ӳстерме пачах та ыйтмĕ.  Кунсăр пуҫне тепĕр лаборатори вăя кĕмелле, вăл Канашра пулĕ, ăна валли вара укҫа-тенкĕ федераци хыснинчен куҫать.

Кăшăл вирус чирĕпе аптракансене вăраха кайса чирлессинчен асăрханмалли ятарлă медицина хатĕрĕсем туянма 26,7 млн тенкĕ уйăрма палăртнине хыпарланă Ертӳҫĕ. Вăл тĕрев пысăк технологиллĕ медицина хатĕрне - 50 туянма май парĕ.

Тепĕр пысăк пулăшу пуласси те планра пур. Кăшăл вирус чирне хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен медицина ĕҫченĕсене хушма укҫа-тенкĕ куҫарĕҫ. Федераци пулăшăвне тивĕҫнисем ытларах технический персоналсем тесе палăртнине аса илнĕ, вĕсене валли вара пурĕ  39 млн яхăн уйăрма плана кĕртнĕ.  

«Паллă, каламасăрах пĕлетпĕр, лару-тăру ҫивĕчленсех пырать. Кирек-епле ĕҫе тытăнсан та эпир комплекслă пурнăҫлама тăрăшатпăр.  Йывăрлăхсене парăнтарасси пирĕн малти вырăнта яланах пулать.  Апла пулсан, кун евĕр йывăрлăха та чăтса ирттерессине пĕрре те иккĕленмĕпĕр.  Чи кирли, йышăннă мероприятисене вăхăтра тата туллин йĕркелесе пырасси.  Вăраха ярса ĕҫлеме никамăн та ирĕк ҫук. Кун пирки манма юрамасть.  Хăрушсăрлăх мерисене пурин те ҫирĕп пăхăнмалла, сывлăха упрасси пĕтĕмпех хамăртан килет», - тесе каланă Чăваш Ен  Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Хальхи вăхăтра чирпе аптракансен йышĕ пĕр шайра тăрать тесен йăнăш мар. Пушă койкăсем пур сиплев учрежденийĕсенче. Вĕсене пурне те пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе йĕркелесе тăратнă.  Чăваш Енри Роспотребнадзор ертӳҫи Надежда Луговская хăйĕн сăмахĕнче хăш-пĕр йывăрлăхсем ҫинчен чарăнса тăнă, кăтартăва иртнĕ эрнерипе танлаштарнă.  Уйрăмах регионта 14 муниципалитет пĕрлешĕвĕнче лару-тăру ҫивĕчленни сисĕнет тенĕ ведомство ертӳҫи.  Етĕрнере, Шупашкарта, Ҫĕнĕ Шупашкарта, Куславккара, Каҫал ен тăрăхĕнче, Хĕрлĕ Чутайра, Вăрнарта лăпкă мар, чирлекенсен йышĕ республикăри вăтам кăтартуран пысăк тесе хакланă вăл.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – вĕренӳ министрĕ Алла Салаева хăйĕн сăмахĕнче ҫӳлерех асăннă муниципалитетсенче мобильнăй ушкăнсем сӳрĕк ĕҫленине палăртнă.  Калăпăр, эрне хушшинче 12 муниципалитетра пĕр протокол та ҫырман, чир-чĕре хирĕҫ кĕрешессипе йышăннă профилактика ĕҫĕсене пăхăнманнишĕн пачах та явап тыттарман тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Ҫитес канашлура мобильнăй ушкăнсен ертӳҫисен доклачĕсене итлеме ыйту тăратнă. Республикăри районсемпе хуласенчи ятарлă мобильлĕ ушкăнсем епле ĕҫлесе пынине тишкересси ҫинчен асăннă.

Олег Николаев лару-тăру епле пулни пирки хыпарсене тĕрĕс тата вăхăтра пĕлтерме хушнă муниципалитетсен пуҫлăхĕсене. Чăваш Ен Правительстви епле йышăнусем пăхса хăварасси вăл пĕтĕмлетӳсенчен те килет тесе каланă регион Пуҫлăхĕ.  

Мобильлĕ ушкăнсен ĕҫ кăтартăвĕсем пирки тăтăшах социаллă сетьсенче халăха пĕлтерсе пымаллине палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Чăваш Республикин Информаци политикин министерствине  аккаунтсен мониторингне тивĕҫлĕ шайра йĕркелесе пыма, коронавирус сарăлассипе кĕрешес ĕçе мĕн пур ресурса явăçтарма чĕнсе каланă



27 ноября 2020
14:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter