Пĕлĕве тĕрĕслеме — Этнографи диктанчĕ

Чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕнче 11 сехетре Наци библиотекинче (тавра пĕлӳ литературин залĕнче) Пысăк этнографи диктанчĕ пуçланать.

Халăхсен хушшинчи çутĕç акцийĕ чӳк уйăхĕн 3-8-мĕшĕсенче Раççейри пур субьектра тата çĕршыв тулашĕнче www.miretno.ru сайтра онлайн мелĕпе иртет. Унта Раççейре е çĕршыв тулашĕнче пурăнакан, вырăсла пĕлекен çынсем хутшăнаяççĕ.

Ăçта вĕренни, хăш тĕне ĕненни, гражданлăх пĕлтерĕшлĕ мар, ӳсĕме кура чару çук.

Диктант 30 ыйтуран тăрать: 20-ĕшĕ — пурин те пĕрешкел, 10-шĕ — кашни регионăн уйрăм. Пур ыйтăва та тĕрĕс хуравланăшăн тивĕçекен чи пысăк балл — 100.

Тĕрĕс хуравсемпе чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче www.miretno.ru сайтра паллашма пулĕ, уйрăм результатсем вара раштавăн 12-мĕшĕнче РФ Конституцийĕн кунĕнче пичетленĕç.

www.hypar.ru

 



03 ноября 2020
10:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter