«Урмай залида» туслăха çирĕплетнĕ

Тĕрĕк тĕнчин йăлари культурин пĕтĕм тĕнчери VIII фестивалĕ кăçал онлайн мелĕпе иртрĕ.

Çулленех йĕркелекен мероприятие хальхинче Тутар тата Чăваш автономи республикисен 100-çуллăхне, «Чăваш Республикинчи тутарсен наципе культура автономийĕ» организаци никĕслевçине Ферит Гибатдинова халалланă.

Фестивале Раççейри 20 регионран пĕр пине яхăн çын хутшăннă. Артистсем Пушкăртстанри, Тутарстанри, Мари Республикинчи, Чăваш Енри, Кабарда-Балкарти, Çурçĕр Осетири, Якутири, Чулхулапа Ульяновск облаçĕсенчи, Курган хулинчи тĕрĕк халăхĕсен культурипе паллаштарнă.

Гран-прие тивĕçнисем: Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин «Янтал» фольклор ансамблĕ, Комсомольски районĕн Урмай ялĕнчи «Мишар» халăх фольклорпа эстрада ансамблĕ тата «Тамчы» ача-пăча фольклор ансамблĕ, Тутарстанри Арск хулинчи «Ятаган» фольклорпа инструмент ансамблĕ, Çурçĕр Осетири-Аланири «САРМАТ» ачасемпе çамрăксен ташă ансамблĕ.

www.hypar.ru 

 



03 ноября 2020
10:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter