Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламлани

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире пурне те Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Пирӗн пысӑкран та пысӑк, нумай нациллӗ тата нумай тӗнлӗ ҫӗр­шывӑмӑршӑн ҫак уяв уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Вӑл пӗтӗмӗшле тӗллевсем тавра чӑмӑртанмалли халӑх пӗрлӗхӗн идейине – ҫӗр ҫинчи тӑнӑҫлӑха, Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗпе чечекленӗвне сӑнарлать.

Чӑваш Енре 128 наци тата халӑх пурӑнать. Тӗрлӗ наци ҫыннипе тӗрлӗ тӗн представителӗ хушшинчи ҫавнашкал лайӑх та ҫураҫуллӑ хутшӑнусем культурӑпа авалхи историрен йӑл илеҫҫӗ. Эпир – пӗрле!

Пĕрле ача-пăчасене ҫитĕнтеретпĕр, хамăрăн республикăра пурнăҫа лайăхрах тăватпăр, пĕрле малалла утатпăр, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем патне ăнтăлатпăр. Тăван ҫĕршывăмăра юратни, пĕр-пĕрне хисеплени яланах ĕҫлеме хавхалантарасса, аталану вăй-хăватне кӳрессе шанатăп.

Хаклӑ ентешсем, сире телей тата тӑван Чӑваш Енпе пӗтӗм ҫӗр­шывӑмӑр ырлӑхӗшӗн ҫитӗнӳсем тума сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                              Олег Николаев



03 ноября 2020
12:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter