Раççей Спартакиадине хутшăнĕç

Салтак çулне çитмен Раççей çамрăкĕсен Спартакиадине каллех Хĕрлĕ Чутай шкулĕн команди хутшăнать.

Хальхинче РФ тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕн Эдуард Романовăн вĕренекенĕсем Ставрополь крайĕнчи Ессентуки хулинче Чăваш Ен чысне хӳтĕлĕç.

Спартакиада чӳк уйăхĕн 7-15-мĕшĕсенче иртет. Программăра: 3 пин метр, 100 метр, 60 метр чупасси, граната ывăтасси, пăшалтан пересси, 50 метр ишесси, çӳллĕ каштаран туртăнасси, кĕлеткене çĕклесси, вырăнтан тата чупса пырса вăрăмăшне сикесси. Çар хатĕрленĕвĕн ăмăртăвĕсен шутне автомат салатса пуçтарасси тата строй хатĕрленĕвĕ кĕрет.

www.hypar.ru 

 



03 ноября 2020
10:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter