Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕпе Валерий Павловпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Олег Николаев: Правительство Чувашии видит в Чувашпотребсоюзе стратегического партнераПаян, чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕпе Валерий Павловпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Ертӳҫĕсем тĕплĕ калаҫу вăхăтĕнче ял хуҫалăх таварĕсене халăх патне илсе ҫитерессипе ҫыхăннă ыйтусем тавра канашланă.  Паянхи куна илес пулсан, регионти хушма хуҫалăхра тăрăшакан 60 пин ытла ҫын хăйсен таварĕсене ҫак ҫӳлерех палăртнă организаци урлă халăхсем патне илсе ҫитерме тăрăшать.  Ялсенче ĕҫлесе пурăнакансемшĕн пысăк тĕрев ҫакнашкал майпа таварсене тирпейлесе ҫынсем патне илсе ҫитерни. Предприятийĕн таварĕсем ҫак брентпа анлă сарăлнă: «Vкусная линия», «Чувашский сувенир», «Сетнер», «Сарпиге», «Юлташ», «Хуняма» и  «Родная малиновка».  

Регионта пурĕ пин ытла лавкка ĕҫлет. Кунсăр пуҫне обществăлла апатлану вырăнĕсем те сахал мар, кăтарту 200  яхăн.   Ҫулталăкне предприяти 700 млн яхăн республика хыснине налук куҫарать. Çирĕм çул ытла ĕнтĕ Чăвашпотребсоюз, районти потребитель обществисем Раççейри потребитель кооперацийĕсен хушшинче малтисен йышĕнче. Кăтартусем ҫав тери пысăк, кулленех вĕсем хисепе те тивĕҫеҫҫĕ.

Чăваш Ен Правительстви Чăвашпотребсоюзпа ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарса пырать, стратегийлĕ партнер шутĕнче ҫак организаци.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев регионти шкулсенче ачасене апатлантарма таварсемпе тивĕҫтерме сĕнӳ панă.  Вĕри апатланăва ачасем хапăл тусах йышăнасса асăннă вăл.

«Чăвашпотребсоюз» потребитель обществин коллективĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене хастар яланах хутшăнать Сирĕн тĕрлĕ тавара халăх пĕрре мар пысăка хурса хакланă. Апат-ҫимĕҫĕн пахалăх шайĕ те ҫынсене тивĕҫтерет. Инфратытăм пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăрать организацире.   Ҫӳлерех палăртнă ыйту ҫине тимлĕх уйăрма сĕнетпĕр», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.  

Чăваш Республикин    Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ - финанс министрĕ Михаил Ноздряков патшалăх ҫăмăллăхĕсем пирки каласа кăтартнă, ҫĕнĕ условисемпе паллаштарнă.  Сăмах май, ведомство ертӳҫи вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне патшалăх енчен куҫакан тĕрлĕ пулăшусем пирки чарăнса тăнă.  «Ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлесе кăларассипе ĕҫлекен предприятисене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрни пĕлтерĕшлĕ.  Бюджет проектĕнче бизнес тытăмĕнче вăй хуракансене валли , енчен те вĕсем ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлесе кăларассипе пысăк технологисене предприятисенче вырнаҫтараҫҫĕ пулсан,  тĕрев пама укҫа виҫисене пăхса хăварма тăрăшатпăр», - тенĕ вице-премьер хăйĕн сăмахĕнче.

Калаҫăва пĕтĕмлетнĕ май, Олег Николаев ӳлĕмрен те Чăвашпотребсоюзпа республика Правительстви тачă ҫыхăнса ĕҫлеме хатĕррине каланă.  Организацийĕн ертӳҫи Валерий Павлов пуласлăхра аталану ҫул-йĕрĕпе пыма май паракан условисемпе килĕшсе ĕҫлеме шантарнă.    

Фоторепортаж 



03 ноября 2020
11:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter