Общество транспортĕнче - икĕ тенкĕ йÿнĕрех

Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти общество транспорчĕпе 2 тенкĕ йӳнĕрех çӳреме пулать.

Ку çăмăллăхпа кăçалхи чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен усă курма май пур. Çакăн валли кирек хăш банкăн Visa карттипе, смартфонпа е смарт-сехетпе (ApplePay, SamsungPay, GooglePay сервиссем пур пулсан) тӳлемелле çеç. Çапла майпа акцие пуçаракансем транспортпа çӳрекенсен хушшинче контактсăр мелпе тӳлекенсем йышланасса шанаççĕ.

2 тенкĕ йӳнетнине шута илсе общество транспортĕнчи хаксем çапларах: Шупашкарта — 19 тенкĕ, муниципалитетсен хушшинчи маршрутра — 23 тенкĕ.

www.hypar.ru 

 



03 ноября 2020
10:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter