Амăшĕн кунне халалласа Правительство ҫуртĕнче чаплă мероприяти иртнĕ

 В Доме Правительства прошло торжественное мероприятие, посвященное Дню матери Чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче  Амăшĕн кунне халалласа Правительство ҫуртĕнче чаплă мероприяти иртнĕ. Уява Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă.

«Анне – кашни ҫыншăн хаклă, чи малтан пурте калакан чи пĕрремĕш сăмах. Çав вăхăтрах анне ăшăлăх, ырăлăх, илем, хăтлăх, çураçулăх тата хӳтлĕх. Хӳтлĕх тени пĕчĕк ачапа çыхăннăн туйăнать. 1941 çула таврăнас тăк, шăпах аннесем пĕтĕм Тăван çĕршыва хӳтĕлес тивĕçе пурнăçланă. Ахальтен мар хĕрарăмсем çунакан çурта кĕни, ĕрĕхсе пыракан лашана чарни пирки мăнаçлăн калаççĕ, хĕрарăмсем хăть те мĕнле тивĕçе те, тепĕр чухне татса пама май çук пек туйăнаканнине те, ăнăçтарма пултарни çине пусăм. 1941 ҫула илес пулсан, Сăр тата Хусан хӳтĕлев ĕҫĕсене ытларах ачасемпе хĕрарăмсем хутшăннă. Вăй питти ҫынсем ҫарта пулнă, Тăван ҫĕршыва хӳтĕленĕ. Тыл ĕҫченĕсем хăйсене шеллемесĕр, ҫĕршывшăн ырми-канми тăрăшнă. Хĕрарăмсем кирек-епле йывăрлăха та парăнтарма пĕлеҫҫĕ.  Ачасене тĕрĕс-тĕкел ҫитĕнтерессишĕн кунĕ-ҫĕрĕпе ĕҫленĕ, ачасен ырлăхĕшĕн май килнĕ таран хăйсене шеллемесĕр вăй хунă.  Ҫулталăкра Аннесене палăртса ятарлă кунсем йышăннă. Вăл  кунсенче кăна тимлĕх уйăрни сахал, кашни кун пирĕн вĕсене  ăшă сăмахсем парнелемелле, май килнĕ таран лайăхран та лайăхрах пурăнма условисем йĕркелесе тăратмалла. Эпир сире яланах юратнă, юрататпăр та»,  тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ.   

Чăваш Республикин Хисеп грамотипе уявра Екатерина Кузьминана чысланă, вăл мероприятине килсе ҫитеймен, унăн ывăлĕ Николай Кузьмин илнĕ. Нумай ачаллă хĕрарăм Вăрнар районĕнчен, хăйĕн тăван ачисем, унсăр пуҫне тата ултă ача усрава илнĕ. 

Амăшĕсен кунĕ тĕлне Республикăри хĕрарăмсен союзĕ «Мама в моде Россия» конкурс йĕркеленĕ. Шăпах вăл тĕрлĕ район-хулара пурăнакан хĕрарăмсем мĕн тери маттур та хастар пулнине кăтартса панă.

Паллă пулăмра Хĕрарăмсен союзĕ тата Ашшĕсен канашĕ Хисеп грамотисем парса хавхалантарнă сумлă ентешĕмĕрсене, тĕрлĕ ăмăртусенче мала тухнă хĕрарăмсене. Калăпăр, «Мама в моде» конкурса хутшăннă хĕрарăмсене, мала тухнисене Наталья Николаева чысланă, Аннесен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламланă, ырлăх-сывлăх суннă, ҫемье ăшшине туйса пурăнма чĕнсе каланă.  Ачасемпе ырлăх курма, вĕсен ҫитĕнĕвĕсемпе савăнса пурăнма сĕннĕ.

 Палăртса хăваратпăр, республика шайĕнче ирттернĕ ăмăртусене регионти мĕнпур районсемпе хуласенче пурăнакан хастар хĕрарăмсем хутшăннă.  Кашни хĕрарăм хăйĕн шăпипе, сăн ӳкерчĕкĕсемпе паллаштарма тăрăшнă.  Социаллă сетсенче чылай кăларăмсем тухнă, пĕр сăмахпа каласан илемлĕх тĕнчине тытса пыракан амăшĕсем пурне те тата та ытларах килĕштерсе, пĕрне-пĕри ăнланса пурăнма хавхалантарнă.   Аннсен юрри-таши, сăвви тыткаларăшĕ кашнине тыткăна илнĕ, чун-чĕресене ҫĕкленĕ.  «Пурне те пысăк тав сăмахĕсем калатăп, малашне те ҫакăн пек хастар та илĕртӳллĕ, ĕҫчен те тарават пулма сĕнетĕп. Эпир, хĕрарăмсем, амăшĕсем, çак çĕр çине юрату, çутă, савăнăç илсе килме çуралнă»,  тесе палăртнă хăйĕн  сăмахĕнче Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ.  

Фоторепортаж



30 ноября 2020
10:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter