Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслӗҫ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисткине Нина Яковлевӑна Чӑваш Республики Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев эрнекунах, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» пайра пичетленӗ.

Аса илтерер: халӑх юратнӑ артистка кӑҫалхи ҫулла 80 ҫул тултарнӑ. Юбилей каҫне театрта раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ирттерӗҫ. Уяв 18 сехетре пуҫланӗ. Нина Яковлева – Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш АССР халӑх артистки.

Тӗплӗнрех

 



30 ноября 2020
09:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter