Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чăваш Республикин Конституцине йышăннăранпа 20 ҫул ҫитнĕ ятпа саламлани

Хаклă ентешсем!

Сире паллă кун ячĕпе - Чăваш Республикин Конституцине йышăннăранпа 20 ҫул ҫитнĕ ятпа саламлатăп!

Паян ҫирĕплетсех калама пулать: 2000 ҫулхи чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕнче йышăннă документ вăхăт тĕрĕслевне ăнăҫлă тӳссе ирттерчĕ, хăйĕн тухăҫлăхне ĕнентерчĕ.

Конституци регион аталанăвĕн шанчăклă никĕсĕ пулса тăрать. Конституци нормисене пурнăҫлани Чăваш Ен малалла талпăнассине никĕслет, республика ырлăхĕ, наукăпа технологи, социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕ унран килеҫҫĕ. Шăпах ҫавăнпа ҫак документа хывнă хаклăхсене упрани пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Чăваш Енĕн хаклă ҫыннисем, сире республика Конституцине йышăннăранпа 20 ҫул ҫитнĕ ятпа пĕтĕм чунтан саламлатăп. Тăван ен ырлăхĕшĕн тăвакан мĕн пур ĕҫре ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем сунатăп. Уяв ячĕпе!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                 Олег Николаев



30 ноября 2020
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter